22 февраля 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ нумай пулмасть кăна Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики пулнă территорийĕнче вырнаçнă «ДОКРОС» хупă акционерлă обществăн коллективĕпе тĕл пулу ирттерчĕ. Кунта йывăçран алăксем ăсталаççĕ.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ пирĕн районăн, республикăн, пĕтĕм çĕршывăн пуласлăхĕ çывхарса килекен РФ Президенчĕн суйлавĕ еплерех иртсе кайнинчен нумай килет. Çавăнпа та кашни суйлавçăн сасăлавĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрин те хăйĕн шухăшне пĕлтермесĕр хăварас марччĕ. Тĕп утăма тĕрĕс тăвасчĕ. Çак шухăшсене пĕлтерчĕ Константин Владимирович районăн социаллă экономикăллă лару-тăрăвĕпе паллаштарнă майăн, çамрăксене ытларах та ытларах районта хăварас тĕллеве пурнăçласа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирки каларĕ. Район экономики пĕчĕк утăмсемпе пулин те, çапах та аталанса пырать. Вăрмар районĕ патшалăх программисене те пурнăçа тĕллевлĕ кĕртсе пырать. Константин Владимирович поселокра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Ун хыççăн çак предприятире тăрăшакан Юрий Николаевич Михайлова Тав хучĕпе тата парнепе наградăларĕ. Пĕлтĕрхи пĕр хĕллехи кун Арапуç çынни пулла кайнă. Çил-тăманлă çанталăкра пулăç аташса кайнă. Йĕлтĕр йĕрĕ тăвакан «Буран» аэроçунапа Çĕнĕ Кавалта пурăнакан Ю.Михайлов пăр çинче аташса кайнă, çакăнтах выртса çывăрма хатĕр пулнă арçынна пĕрремĕш шыраса тупнă. Çапла унăн пурнăçне çăлса хăварнă Юрий. Çакăншăн тивĕçнĕ те вăл çак наградăна.
Ĕçлекен çын та, туса кăларакан продукци пурне те тивĕçтерет пулсассăн, тен, орден-медаль илеймесен те, çынсен хисепне тивĕç.