18 февраля 2012 г.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ «Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси» йышăннă саккун Вăрмар районĕнче еплерех пурнăçланса пынине сÿтсе явассипе канашлу иртрĕ.
Канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Д.Иванов ертсе пычĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центр пуçлăхĕ В.Нестеров районта çак енĕпе лару-тăру еплерех пулнипе паллаштарчĕ. Канашлăва обществăлла организацисен представителĕсем – районти инвалидсен обществин правленийĕн председателĕн заместителĕ А.Кузнецова, ветерансен обществин представителĕ Н.Борисов тата ыттисем те хутшăннă. Сусăр çынсене валли ĕç вырăнĕсем квотăласси 100 е ытларах çын ĕçлекен организацисене пырса тивет. Çакăн пек организацире инвалидсем валли уйăракан е йĕркелекен ĕç вырăнĕсен шучĕ ĕçлекенсен йышĕн 2 проценчĕпе танлашмалла. Районта инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли пурĕ 21 ĕç вырăнĕ, ĕçлекен инвалидсен йышĕ – 22. Сусăрсем мĕн пур çынпа танах тулли праваллă. Вĕсен те çĕнĕ профессие вĕренес, ĕçе вырнаçас килет. Пирĕн районта 100 çынран иртекен йышпа 5 организаци ĕçлет:«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, райпо,тĕп больница, почтамт, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул. Пур организацийĕ те сусăр çынсене валли ĕç вырăнĕсем уйăрассипе тата йĕркелессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Организаципе предприятисен уйăхсерен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра мĕнле вакансисем пуррине пĕлтерсе тăмалла. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе районта Вăрмар райповĕ 9 çынна ĕç вырăнĕ панă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин саккунпа килĕшÿллĕн 3 сусăр çынна йышăнмалла пулнă, халĕ кунта 5 инвалид ĕçлет. Почтамтра вара лару-тăру хăйне евĕрлĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн 3 сусăр çын валли ĕç вырăнĕ уйăрса памалла. Çывăх вăхăтра пĕр инвалида котельнăй операторĕн вакансийĕпе тивĕçтерме палăртнă. Кирек епле сусăр çын та почтальон ĕçне пурнăçлаймасть. «Почтальонăн йывăр сумкка çакса çуран нумай утмалла, укçа-тенкĕшĕн те явап тытмалла. Ĕçпе тивĕçтерекен центрпа эпир çыхăну тытсах тăратпăр. Вăл пирĕн патне яракан тĕрлĕ ушкăн инваличĕсем почтальон ĕçне йышăнасшăн мар, е урăх ĕç вырăнне йышăнас тесен компьютерпа та ĕçлеме пĕлмелле. Вакансисем пулсан эпир инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа яланах ĕçлеме хатĕр», – пĕлтерчĕ Вăрмарти почтамт начальникĕ С.Риманов.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрта паянхи куна учетра 7 инвалид тăрать.