18 февраля 2012 г.
Мартăн 4-мĕшĕ - Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн суйлавĕ
Сергей Витальевич Викторов
1973 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. 1990 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнче водителе вĕреннĕ. 1991-1993 çулсенче çарта службăра пулнă. 1994 çулта Кĕтеснерти «Мичурин» ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун вăхăтлăха ĕçлемест. Кĕтеснер ялĕнче пурăнать. Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ.
Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.
«Эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлансассăн мĕн тунă пулăттăмччĕ; Пирĕн Кĕтеснер ял тăрăхĕ тăватă ялтан тăрать. Вĕсем: Кĕтеснер, Çĕнĕ Шулхан, Кивĕ Шулхан тата Эçпепе. Тăватă ялĕпе те ĕçĕ нумай. Урамсенче çул тумалла. Шыв трассине, шыв колонкисене, тарасасене, пĕвесене, çырмари çулсене, кĕперсене вăхăтра пăхса тăрас пулать. Кивĕ Шулханпа Эçпепе тата Кĕтеснерĕн масарĕсенче пĕчĕк пÿрт лартмалла. Пур халăхшăн пĕлтерĕшлĕ çуртсем те кивĕ: садик, клубсем - вĕсем пирĕн иккĕ - Кĕтеснерте тата Эçпепере. Вĕсене çĕнетмелле.
Ял хуçалăхне аталантармалла. Çамрăксемпе ĕçлемелле. Ĕç вырăнĕсем тума тăрăшмалла. Нумайрах спорт ăмăртăвĕсем ирттермелле. Ман шутпа, ытти мĕн тумалли, мĕн ĕçлемелли ĕçлесе пынă май хăйех курăнĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупсан ĕç кал-кал пырĕ.
Пĕр шухăшлă пулса тĕрĕс сасă парасса шанатăп сире, хисеплĕ суйлавçăсем!», - калать хăйĕн программипе паллаштарнă май Сергей Витальевич Викторов.
Лира Михайловна Платонова
1964 çулта Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. 1981 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче куçăмсăр майпа 3 курс вĕреннĕ. Кунта вĕреннĕ вăхăтра тăван ялти шкулта лаборанткăра ĕçленĕ. 1984 çултан Мичурин ячĕллĕ СХПКра дояркăра тăрăшнă, 1996 çултан пуçласа 2000 çулччен ялтан район центрне сĕт турттаракан пулнă. 2001-2011 çулсенче Мичурин ячĕллĕ ферма заведующийĕнче ĕçленĕ.
Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра историпе географи факультетĕнче 1 курсра куçăмсăр майпа вĕренет. Л.Платонова çемьеллĕ, мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ. Икĕ хĕрĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Лира Михайловна ял пуласлăхĕшĕн тата халăх пурнăçне лайăхлатас енĕпе чылай ĕç тума палăртать. Çавăнпа та кашнин шухăшне шута илсе, кăмăлне пĕлсе халăхпа пĕрле тăрăшса ĕçлесшĕн.
«Кĕтеснер ял тăрăхне кĕрекен ялсене те тирпей-илем кĕртсе çÿп-çапран тасатсах тăмалла, Кивĕ Шулханра автобус чарăнăвĕ, Кĕтеснер, Эçпепе, Кивĕ Шулхан ялĕсен масарĕсем çинче вилĕ пытарнă чухне кĕрсе тухмалли çурт тумалла, Кивĕ Шулханта клуб çук, Эçпепери ытла та кивĕ.
Патшалăх программисене пурне те ял шайĕнче пурнăçласа пырасшăн, хуçалăхшăн социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярасшăн», - тет Лира Михайловна.
Анатолий Григорьевич Егоров
1963 çулта Саратов облаçĕнче рабочи çемйинче çуралнă. 1971-1978 çулсенче Эçпепери сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. 1980 çулта Мăнçырмари вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнче пĕлÿ илнĕ. 1981-1983 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. 1987 çулта Канашри финанс техникумĕнчен, 2002 çулта Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Профессипе - экономист тата финансист. Хăйĕн ĕç-хĕлне вăл Кавалти крахмал заводĕнче агрегатчикран тытăннă. 1984-1985 çулсенче Вăрмар райповĕнче ревизор, 1987 çултан районти финанс пайĕнче инспектор пулса вăй хурать. 1990-2002 çулсенче районти налук инспекцийĕнче аслă инспектор, пай пуçлăхĕ пулса ĕçлет. Профессиллĕ ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн РФ Налук министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. 2002-2003 çулсенче «Агрофирма Центр» муниципаллă унитарлă предприятинче директор заместителĕ пулса тăрăшать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.
А.Егоров ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп задачăсем çаксем тесе шутлать: ял тăрăхĕн бюджетне пурнăçласси; ялсенче тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси; районти предприятисемпе, организацисемпе, предпринимательсемпе, уйрăм çынсемпе тачă çыхăнура ĕçлесси; пĕчĕк тупăшлă граждансене социаллă хÿтлĕх парасси; ялта пурăнакана аталанма пулăшакан РФ, ЧР программисемпе усă курса ĕçлесси.