АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хула пушарникĕсем хыççăнах – Вăрмартисем

18 февраля 2012 г.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн учрежденийĕсем хушшинче Çĕнĕ Лапсарта йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта республикăри пушар чаçĕсен 20 команди хутшăннă. Вăрмар районĕн пушар чаçĕн командине чи активлă спортсменсем пуçтарăннă: Д.Григорьев (надзор ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ), Э.Мясников (иккĕмĕш дежур сменин начальникĕ), Н.Сергеев (4 дежур сменин пушарникĕ), С.Никитин (4 дежур сменин пушарникĕ). Хĕрÿ тупăшура Шупашкарти Калинин районĕнчи 6 номерлĕ пушар чаçĕн команди чи лайăх результат кăтартнă, Ленин районĕнчи 4 номерлĕ пушар чаçĕн команди - иккĕмĕш, Вăрмарсем виççĕмĕш пулнă.

Эстафетăн тĕп судйи - Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн начальникĕн заместителĕ А.Саенко ăмăртăва хутшăннисене пурне те саламланă, малашне те спортра çитĕнÿсем тума суннă.

Вăрмар район паттăрĕсене саламлатпăр, çитĕнÿсемпе малалла та савăнтарма сунатпăр!

Спортпа кăна мар, ĕçре те пултарулăхпа палăраççĕ пирĕн ентешсем. Çакă кунсерен ăнăçлă пулса пырасса шансах тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика