АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

18 февраля 2012 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР суд департаменчĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев хутшăннă. Тĕп тема: патшалăх, влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем РФ Президенчĕн суйлавне ирттерме хатĕрленесси тата вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ.

Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă. Унтан ушкăнсем çине пайланса Кавал, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулусем ирттернĕ. К.Никитин тата Г.Чернова Кавал ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кунти халăхпа тĕл пулнă, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Ял çыннисене шкул патне асфальтлă çул сарасси, шкул çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витес ыйтусем интереслентернĕ. Çавăн пекех Çиçтĕпе ялĕнче пулса унти аслă ăрури çынсемпе курса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем панă.

Иккĕмĕш ушкăн Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пулнă. Кунти çыхăну уйрăмне, аптекăна, библиотекăна, уйрăм çын лавккине çитсе курнă, вырăнти халăхпа калаçнă. Кунта пурăнакансене Культура çуртне газификацилессипе çыхăннă ыйту канăç памасть.

Çавăн пекех Урнар, Саруй ялĕсене те çитсе курнă, унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă.

Кĕскен

«Иртнĕ çул инноваци таварĕ шутланакан сутлăха янă продукци калăпăшĕ 9,5 процент ÿснĕ. Ку шăпах рынокра шыракан, пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен таварсем. Çак ĕçе малалла тăсăпăр. Çывăх малашлăхра ку калăпăша 20 процент таран пысăклатма тĕллев лартнă».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президентне Д.Медведева кăçалхи февраль пуçламăшĕнче иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулура хуравланинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика