18 февраля 2012 г.
Февралĕн 14-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ М.Игнатьев «Чăваш Енти социаллă пулăшу паракан патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне хăпартмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.
Ку документа пурнăçлани социаллă ĕçченсен ĕç укçи виçине 15 процент ÿстерме палăртать. Пысăкрах ĕç укçине социаллă ĕçченсем февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса илме пуçлĕç. ЧР Финанс министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку указа пурнăçлама 47 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Аса илтеретпĕр, 2012 çулта ку вăл бюджет сферинче ĕçлекенсен укçи-тенкине ÿстерес тĕллевпе тунă иккĕмĕш утăм пулать. Малтан педагогсем, воспитательсемпе вĕсен пулăшаканĕсем, кружоксемпе секцисен ертÿçисем, çавăн пекех культурăпа спорт учрежденийĕсен ĕçченĕсем 15 процент чухлĕ пысăкланнă шалу илчĕç.