15 февраля 2012 г.
Пирус туртнин сиенĕ питĕ пысăк. Анчах пурте ăнланмаççĕ çакна. Мĕн чухлĕ каччăсемпе хĕрсем çамрăклах çак сиенлĕ йăлапа туслашаççĕ. Пирус сиенĕ çинчен хаçат-журналсем тата радио-телевидени час-часах аса илтереççĕ. Шкулсенче те тăтăшах калаçусем йĕркелеççĕ. Анчах... Усси çав-çавах çук тесен те тĕрĕсех пулĕ.
Час-часах çул çÿренĕ май пĕррехинче пĕр ватăрах хĕрарăмпа калаçма тÿр килчĕ. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл мана.
Раиса мĕн пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Интернатра çитĕннĕ. Унтан хулана вĕренме кайнă. Халиччен пысăк хуласенче пулманскерĕн пуçĕ çаврăнса каять. Мĕн кăна сутмаççĕ пулĕ хула лавккисенче. Укçу кăна пултăр. Çапла Раиса майĕпен хула пурнăçне хăнăхса пырать. Пĕрле пĕр пÿлĕмре пурăнакан хĕрсем пурте пирус туртакансем пулнă. Раиса та вĕсене кура туртма вĕренсе кайнă. Çапла 25 çула çитичченех пирус туртать вăл. Паянхи кунчченех пăрахмĕччĕ пуль вăл енчен те унпа хăйĕнпе инкек сиксе тухман пулнă пулсан. Пĕррехинче Раиса пĕр чарăнми юнлă хăсма пуçлать. Васкавлă пулăшу машини ăна больницăна ăсатать. Хăйĕн чирĕн сăлтавне пĕлсен хĕр макăрса ярать. Унăн чирĕ ÿпкепе çыхăннă. Тухтăр ăна пирус туртма пăрахса сипленме пуçланмалли çинчен калать. Тарăн шухăша каять хĕр çак сăмахсене илтсен. Вăл 25 çулта çеç вĕт-ха. Унăн та ытти хĕрсем пекех качча кайса çемье çавăрса канлĕ те лăпкă пурнăçпа пурăнса хăйĕн пулас ачисем ÿснине курас килет. Хăвăртрах сипленме пуçламасан чир шала кайса вилме те пулать. Чи малтанах çав сиенлĕ курăка туртма пăрахмалла, малашнехи пурнăç çинчен шутламалла. Çапла шутласа чирпе кĕрешме пуçлать. Тухтăрсем тата хăй тăрăшнипе вăл çак чиртен сывалать. Каярахпа качча кайса çемье çавăрать. Паян кунчченех лайăх пурăнаççĕ вĕсем. Çавăн чухне пирус туртма пăрахман пулсан нумай пурăннă пулĕччĕ-ши вăл çак çут тĕнчере...
Хĕрсем! Асăрханăр. Çак усал йăларан аякра тăрăр. Эсир пулас аннесем. Сирĕнте малашлăх.