15 февраля 2012 г.
Тĕрлĕ шухăш пуçа пырса кĕрет. Эпир ÿссе çитĕнетпĕр, мĕн ÿснĕçемĕн хамăн тантăшсем йышĕнче ăслă-тăнлă курăнас тетпĕр, вĕсем лайăх енĕпе палăрса тăнишĕн савăнатпăр, пире никам та сăнамасассăн кулянатпăр. Чи вăйлă хуйхă - сана палăртманни, сана курманни. Çавна май хăвна начар туятăн, эсĕ пĕр-пĕччен, тус-юлташсăр çÿрĕн. Санăн çынна тĕлĕнтерсе пурне те савăнăç кÿрес килет. Йĕри-тавра çынсем сана сăнаманни чуна хумхантарать. Мĕн авалтанпах паллă: ачасем çак енĕпе аслисенчен нумай усалтарах. Çамрăксем хăйсене сăначчăр тесе нумайăшĕ усал йăлапа туслашаççĕ: чĕлĕм туртма, эрех ĕçме тытăнаççĕ, наркотиксемпе иртĕхме пуçлаççĕ. Çакă паллах лайăххи патне илсе çитермест. Çамрăксем хăйсене хăйсем çухатаççĕ. Çавăнпа та усал шухăшсене пуçран сирес тесен атте-аннепе, аслă ăрури çынсемпе, вĕрентекенсемпе, ырă енĕсемпе палăрса тăракан тус-юлташсемпе чуна уçса калаçмалла.