АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул яланах асра

15 февраля 2012 г.

Кашни çул йăлана кĕнĕ йĕркепе февралĕн пуçламăш числинче тăван шкулпа сыв пулашнă çамрăксем тепĕр хут шкула пуçтарăнаççĕ. Акă кăçал та шкул вĕренсе пĕтернĕренпе 25, 20, 15, 10 тата 5 çул çитнĕ çамрăксем Кивĕ Вăрмар шкулне пуçтарăнчĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçмалли, шкул пурнăçне аса илмелли самантсем кашнинех нумай пуçтарăннă. Шкула пухăннисене шкул директорĕ С.Антонов саламлă сăмах каласа ăшшăн кĕтсе илчĕ. Паянхи шкул ачисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи Олимпиада çĕнтерÿçисене палăртрĕ. Шкул вĕренсе пĕтернисем хăйсен шкул пурнăçĕпе мĕн 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класа çитичченхи самантсемпе мультимедиа куравĕ урлă паллашни те тепĕр хут ачалăха аса илтерчĕ. Çак уява çамрăксем пуш алăпа килмен. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене саламласа чылай ăшă сăмахсем каларĕç, асăнмалăх тĕрлĕ парнесем те илсе килнĕ вĕсем. Чĕререн тухакан сăмахсем калани, уйрăмах вĕрентекенсене халалласа çырнă сăвăсем вулани пурне те тыткăнларĕ.

Шкулта вĕренекен ачасем ятарласа хăнасем валли пысăк концерт хатĕрленĕ. Концертра тĕрлĕ юрă-ташă, КВН сценкисем пурне те питĕ килĕшрĕç. Юлашкинчен тĕл пулăва пуçтарăннă çамрăксем кашни хăйсен вĕреннĕ класĕсене кайрĕç. Кунта тутлă кукăльпе, вĕри чейпе хăналаннăçемĕн аса илÿсен çăмхи малалла сÿтĕлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика