АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп хулана парăнтарнă

15 февраля 2012 г.

Февралĕн малтанхи кунĕсенче Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче 9-11 класра вĕренекенсем хушшинче регион шайĕнче технологи предмечĕпе Раççей олимпиади иртрĕ.

Пилĕк номинацире хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç унта хутшăнакансем. Пĕрремĕш кунхине ачасем теори, ĕçлев енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Жюри членĕсем ачасем килте ăсталанă тĕрлĕ ал ăсталăх изделийĕсене, проекчĕсене хак пачĕç. Тепĕр кунне вара ачасем кашниех жюри членĕсем умĕнче хăйсен творчество проекчĕсене хÿтĕлерĕç. Çивĕч тупăшура тăххăрмĕш класра вĕренекен арçын ачасем хушшинче Шăхальти тĕп шкулта вĕренекен Дмитрий Хованский пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, 11 класра вĕренекен хĕрачасем хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Надежда Егорова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Н.Егорована, Д.Хованские тата вĕсен наставникĕсене, Шăхальти тĕп шкулта вĕрентекен технологи учительне А.Горбунова тата Вăрмарти вăтам шкулта вĕрентекен технологи учительне О.Васильевана, хĕрÿллĕн саламлатпăр. Вĕсене малалла та пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика