15 февраля 2012 г.
«1987-1989 çулсенче Афганистан çĕрĕ çинчи вăрçă ахрăмĕ халĕ те асăмра, час-часах тĕлĕкре те курăнать», - тесе каласа парать йывăр лару-тăрура кунти халăх пуласлăхĕшĕн кĕрешнĕ, хĕç-пăшаллă хирĕçÿсенче çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Александр Германович Александров салтак-интернационалист. 23 çул çитрĕ Афган çĕрĕ çинчен совет салтакĕсене кăларнăранпа.
1969 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнăскер, 1986 çулта ялти вăтам шкулта алла аттестат илет, Вăрнарти совхоз-техникумĕн ветеринари уйрăмне вĕренме кĕрет. Астăватăп-ха, эпĕ ăна шкулта вĕрентнĕ вăхăтра Александр пуçламăш çар пĕлĕвĕн урокĕсене хапăллатчĕ, яланах пуçаруллă пулса тăрăшатчĕ, дисциплина енчен ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратчĕ. Вăл 1987 çулта техникумра ăс пухнă вăхăтра Шупашкарти парашютистсен курсне çÿрет, виçĕ хут АН-2 самолет çинчен сиксе спортсмен-парашютистăн удостоверенине тивĕçет. Çав çулхи май уйăхĕнче ăна çара илеççĕ. Александр Литвари десантниксен 301 дивизин гвардилле десантпа штурм бригадин вĕрентÿ центрĕнчи 6 уйăхлăх курсне лекет. Ĕçе юратма тата тÿрĕ кăмăллă пулма вăл ашшĕпе амăшĕнчен - Герман Александровичпа (1930-2009) Нина Александровнăран (1937-2009) вĕренсе ÿснĕ. Çакă ăна салтак службинче уйрăмах питĕ кирлĕ пулнă. Ĕçе пĕлекен салтакра та хисепре. Пирĕн ентеш çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Чăваш хастарĕ çар вĕрентĕвĕнче пысăк кăтартусем тăвать, шанса панă броня тумтир тăхăннă БМ-2 техникăна хăвăрт хăнăхать, пултаруллă механик-водитель пулса тăрать. Вĕсен чаçĕ Афганистана çитет, Пакистан чиккине «хĕрÿ точкăна» вырнаçать. Застава Гардез-Кабул çулĕ çинчи машинăсемпе тĕрлĕ техника колоннисем çине душмансем тапăнасран хÿтĕленĕ, сăрт-ту хушшинче, кишлаксенче куçса çÿрекен каравансене тупса палăртнă, нумай хутчен çар операцине хутшăннă, Александр Германович Афганистанăн çулăмлă çулĕпе чыслăн утса тухать. Мĕнле кăна йывăрлăхсем чăтса ирттермен пулĕ хăюллă десантник.
1989 çулхи февраль уйăхĕ çитсен вĕсен чаçне самолетсемпе Белгород облаçĕнчи Витебск хулине илсе тухнă. Тепĕр икĕ уйăх службăра тăнă хыççăн майăн 5-мĕшĕнче çартан яла таврăннă. А.Александрова интернационаллă туслăх тивĕçне пурнăçланăшăн «Паттăрлăхшăн» (1989 ç), «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа (1988), «70 лет Вооруженных сил СССР» (1988 ç), «20 лет после вывода с Афганистана 1989-2009 гг», «80 лет ВДВ» (2011 ç), СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Грамотине парса чыс тунă. Тата пĕлтĕр Раççейри Афганистан ветеранĕсен Союзĕ ăна çĕршыв умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн «Паттăрлăхпа хăюлăхшăн» (2011 ç) медальпе наградăланă. Вăл патшалăх наградисене тивĕçлипе илнĕ.
Салтак тумне хывсанах малалла Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренме тытăнать. 1991 çулта ветеринар-фельдшер дипломне алла илет. Çамрăк специалист ашшĕпе, Г.Александровпа пĕрле Энĕшпуç ял ветеринари участокĕнче ĕçлеме тытăнать. Акă мĕн тĕлĕнтерчĕ мана. Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса ял-халăхне кирлĕ ĕç туса тăрăшасси, вĕсен йăхранах пырать пулĕ. Ĕç династийĕнче ашшĕ Г.Александров, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн ветеринари уйрăмне 1964 çулта куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. Унăн пиччĕшĕ И.Нягин (1921-2008 çç), таврари сумлă çын, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ 1949 çулта Етĕрнери ветеринари фельдшерĕсене хатĕрлекен шкулта вĕренет. Ялти пĕрремĕш дипломлă ветеринари специалисчĕ пулса тăрать. Вунă çул хушши Чăвашзооветснаб пĕрлешĕвĕн склачĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. 1958 çулта Загорскри ял хуçалăх техникумĕнче ветеринари уйрăмĕнче пĕлÿ илет.
Çавăн пекех Александр Германовичăн юратнă мăшăрĕ Т.Александрова (1972 ç), 1993 çулта тата йăмăкĕ А.Александрова (1974 ç) 1995 çулта Вăрнарти техникумра ветеринари специальноçне алла илнĕ.
Хальхи вăхăтра Татьяна Васильевна райбольницăра анестезиологипе реанимаци уйрăмĕнче ĕçлет. Аслă пиччĕшĕ В.Александров (1966 ç) Волжск хулинчи электромеханика техникумне пĕтерет. 1993 çулта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тытăнать, 1993-2008 çулсенче милици капитанĕ участокри инспектор пулса тăрăшать, 2007-2008 çулсенче Чечняра ултă уйăх хушши службăра пулать. Ăна «За отличную службу III степени», «За отличие II степени», «Участнику контртеррористических операций на Кавказе», «Участнику боевых действий» паллисемпе наградăланă. Халĕ пенсире пулин те МЧС тытăмĕнче ĕçлет, виçĕ ача пăхса çитĕнтерет.
Пултаруллă ырă кăмăллă, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă А.Александров ентеш патвар та хастар, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пырса хăйĕн мăшăрĕпе Татьяна Васильевнапа виçĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтерет. Туслă çемьере вăл пурнăç тĕрекĕ, шанчăклă çын. Асли, Дмитрий (1992 ç), Шупашкарти электромеханика колледжне çартан (2010-2011 ç) таврăнсан вĕренме кĕнĕ. Пĕр тăван Андрейпа Сергей йĕкĕрешсем ялти шкулта вунпĕрмĕш класра вĕренеççĕ, ДОСААФăн автошкулне пĕтерсе шофер правине алла илме хатĕрленеççĕ. 1993 çулта ашшĕ, Герман Александрович, тивĕçлĕ канăва тухсан вăл Энĕшпуç ялĕн ветеринари участокĕн заведующийĕ пулса, 2002 çулччен тăрăшать, унтан Канашри вакунсем юсакан заводра контролерта ĕçлет. 2007 çултанпа - Юдинăра ведомство хуралĕн стрелокĕ. Çав-çавах ветеринари специалисчĕ ял-йышăн выльăх-чĕрлĕхĕ чирлесен вăхăтра пулăшма та ĕлкĕрет.
Пирĕн ентеш Афганистан ветеранĕсен Союзĕнче активлăх кăтартать. Интернационалист-салтаксене, хĕрÿ вырăнсенчи вăрçăсене хутшăннисене асăнса пĕлтĕр ялта палăк уçрĕç. Кунта уйрăмах Александр Германовичăн тÿпи пысăк. Вăл пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пычĕ, хăй çанă тавăрса тăрăшрĕ.
Афган вăрçине хутшăннă паттăр чăваш ачин А.Александровăн ĕçĕ, кун-çулĕ ÿсекен ăрушăн чăнласах тĕслĕх пулса тăрать.