АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитре вăхăт - яшлăх

15 февраля 2012 г.

Халĕ Çветуй Валентин кунĕ çинчен пĕлмен çамрăк çук та пулĕ. Ăна студентсем анлăн уявлаççĕ. Ытти çамрăк та паллă тумасăр хăвармасть, мĕншĕн тесен клубсенче уяв каçĕсем туса ирттересси тахçанах йĕркене кĕнĕ ĕнтĕ.

Çамрăклăх. Этемĕн пурнăçĕнчи нихăçан манăçми чи илемлĕ вăхăт. Эсир юрату ытамĕнче. Юрату. Кам мĕнле ăнланать-ха ăна? Пĕриншĕн вăл чăн-чăн çăтмах. Теприншĕн вара - ăш çунтармăш. Мĕнрен килет-ха çакă? Пурнăç тĕпрен улшăнчĕ тесен те юрать. Юратăва та урăхла ăнланма пуçларĕç. Ăна телевизор, компьютер мониторĕсем çинче курса тĕп ăнланăвне çухатрĕç, юратупа выляма пуçларĕç. Шухăша каятăп та, тĕлĕнетĕп: мĕншĕн çакна ăнланма никам та пулăшаймасть-ха? Ашшĕ-амăшĕ, шкул, культура ĕçченĕсем ăçта пăхаççĕ? Хăйсем те экран çинчипе интересленсе тимлĕхе çухатрĕç-ши? Паянхи кун çамрăксен хушшинчи çăмăлттайлăх пурне те шухăшлаттармалла пек. Пирĕн ачасен, мăнуксен малашлăхĕ çинчен шухăшламалла-çке. Çемьесем çирĕп мар, арканаççĕ, нумайăшĕ эрех-сăрапа туслашса каяççĕ. Юрату. Мĕн вăл юрату? Паянхи куна çитсе çак ыйту çине никам та тĕрĕс хурав парайман-ха. Вăл куçа та курăнмасть, саккунĕ те çук, чикки те, анчах таса чунлă çынсем тĕрĕс çулпа пыраççĕ, юратма пĕлеççĕ. Çамрăк час-часах тусне улăштарать пулсан çакна мĕнле ăнланмалла-ха. Тепĕр çамрăкĕ - хĕр е каччă - çакна курмасть те пулĕ тейĕн, хитре-çке, чĕлхи япшар. Чăн-чăн юрату апла пулмалла мар-çке. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне тĕллевлĕ юратса çÿреççĕ пулсан ăнланмаллах ĕнтĕ, туслăх çирĕп пулмалла, часах манма та çук. Улăштарма перчетке мар-çке. Асăрханмасăр тĕрĕс мар сăмах тухса кайрĕ пулсан е тĕрĕс мар ĕç турăн пулсан каçарттарма пĕлмелле, каçарма пĕлмелле. Çакна каллех тĕрĕс ăнланса, тĕплĕн шухăшласа тумалла. Ăнланмасăр, васкаса тепринпе улăштарни, унăн хитре калаçăвĕ ÿкĕнÿ патне илсе ан пытăр. Ун пекки ун чухне тупăнатех. Енчен те савнине улăштармах тивет пулсан юрату туйăмĕ çĕнĕрен çуралмасăр пурнăçа пĕрлештерме ан васкăр. Таса юрату вăл чунра пулать, ĕмĕрлĕх пулать, ĕмĕрлĕхе тыткăнлать. Ăна никампа та, нимпе те улăштарма çук. Урăх никама та юратма памасть. Пурнăçа урăххипе çыхăнтартăн пулсан та вăл пушă пурнăç анчах пулать. Хăвна та, ăна та телейсĕр тăватăн. Хĕрсене эпĕ çакна каласшăн. Экран çинчи юрату хыççăн ан кайăр. Яшсем улталаса япшар сăмахсемпе калаçнине юрату тесе ан йышăнăр. Ырăпа усала уйăрма пĕлĕр. Хĕрсенчен улталанман каччăсем те çук мар-ха. Апла пулсан сире те тимлĕрех пулни кирлĕ. Пирĕн чăваш хĕрĕсем ĕлĕкрен сăпайлă, ырă кăмăллă, вăтанчăк, ĕçчен пулнă.

Кăмăл-сипет çинчен халĕ те манас марччĕ. Хамăр телей хамăртан килнине асра тытасчĕ.

Юлашкинчен çак ыйтăва тепĕр хут хускататăп. Мĕн вăл юрату? Эпĕ ăна çапла хурав парăттăм. Вăл нимĕнле ар çыхăнăвĕпе пăтраштармалли те мар. Ан варалăр ăна. Вăл ÿт туртăмĕ мар. ЮРАТУ ВĂЛ - ЧУН ТУРТĂМĔ. Çакна чăн-чăн таса юратупа юратакансем пурте çапла ăнланаççĕ тесе шутлатăп. Юратăр, таса юратупа юратăр. Çакă юрату икĕ чуншăн ĕмĕрлĕх пултăр.

Культура ĕçĕнче çамрăксене тĕрĕс çул тупма пулăшас тесе тăрăшса ĕçлерĕм. Манăн тăрăшни ахаль пулмарĕ. Мана куншăн тав тăвакансем халĕ те пур-ха.

Каларăм качча тухасса,

Мĕн-ма-ши хумарăм чăна.

Ун чухне юлманччĕ кая,

Çухатманччĕ хамăн чыса.

Тепĕр каç илсе кайрĕç юта,

Пултăм ĕнтĕ халĕ арăм та.

Эпĕ пĕлтĕм манаймас сана,

Макăрать халь манăн чунăм та.

Аякран курсассăн та мана

Чупаттăнччĕ эсĕ васкаса,

Анчах та шутсăр вăтанса,

Эп текен тивĕç мар шутласа,

Тăраттăм тарса пытанса.

Килтĕмĕр туй пирки талма,

Эс лартăн-çке халь кунта.

«Савни», - паллаштартăм санпа,

Мĕнле ямарăм макăрса.

Эпĕ хытартăм хам чуна,

Пырса лартăм сан çумна.

«Тĕрт-ха», - тетĕн эсĕ хăвна.

«Тен çывратăп эпĕ кунта».

«Çук, савниçĕм, ку пурнăçра

Ма хумарăн эсĕ чăна».

Каларăм качча тухасса,

Ан çунтар халь манăн чуна.

Сĕтел хушшине лармалла.

Ман сана ăçта лартмалла,

Иксĕре хире-хирĕç туса

Сĕтел пуçне лартăм пырса.

Чăн комеди пырать кунта,

Эп ларатăп пуçа усса.

Икĕ чун шăтарасла

Пĕр-пĕрне лараççĕ пăхса.

Хăяймас çĕклеме пуçа,

Эпир пăрахман юратма.

Кирлĕ марччĕ санăн кунта

Килсе манăн чуна ватма.

Тухса утрăн, кайран вара

Пĕлейместĕп мĕн пулчĕ манпа?

Ăнланмастăп мĕн ман пуçра,

Ĕçлемест те ман ал-ура.

Çак кун юлчĕ манăн асра,

Хуçса ватрĕ манăн чуна.

Тĕксĕмлетрĕ ман пурнăçа,

Йывăр пулчĕ мана пурăнма.

Çур ĕмĕр иртрĕ унтанпа.

Ах, ма тĕл пултăм ватлăхра -

Тăрап эп халĕ туяпа.

Хытса та килчĕ ман ăшра,

Иртнийĕ тухрĕ ман ума.

Ак çÿретпĕр эпир улăхра.

Эс паратăн чечек татса

Ман çине хăв ăшшăн пăхса.

Мĕн тери халь йывăр мана,

Мĕн тери халь йывăр сана,

Эс тăратăн шухăша кайса.

Хăвăн чунна халь пытарса.

Каçарсам, савниçĕм мана,

Тен, унта санăн айăп та

Тăвар-ха ăна çурмалла,

Тен, ун чух пулĕ çăмăл та.

Çакна эпĕ çамрăксене урок пултăр тесе çыртăм. Мана ку çырăва çырса яма çăмăлах та пулмарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика