15 февраля 2012 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен февралĕн 13-мĕшĕнче 24 номерлĕ указ кăларнă.
Чăваш Республикин ял халăхне паракан медицина пулăшăвĕн юрăхлăхне тата пахалăхне лайăхлатас, медицина ĕçченĕсене Чăваш Республикин ял çĕрĕнче вырнаçнă сывлăх сыхлав учрежденийĕсене явăçтарма майсем туса парас тĕллевпе çапла йышăннă:
ЧР сывлăх сыхлав учрежденийĕсен аслă тата вăтам медицина пĕлĕвĕ илнĕ, 2011-2012 çулсенче професси енĕпе аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденине пĕтернĕ хыççăн яла ĕçлеме килнĕ е халăх пурăнакан урăх вырăнтан яла куçса килнĕ 35 çулчченхи медицина ĕçченĕсем пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма кредит тата ытти организацирен явăçтарнă ипотека кредичĕсем (заемсем) енĕпе процентсем тÿленипе пулакан тăкаксен пĕр пайне, çавнашкал кредит договорне (заем договорне) тунă кунран пуçласа 10 çул хушши таран, çулталăкри 4 процент виçепе республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе саплаштармалла. Çакă сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсене курăмлă пулăшу парĕ.