АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа тусли пурне те пĕрлештерет

15 февраля 2012 г.

Канмалли кунсенче Раççейĕпех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012» 30-мĕш йĕлтĕр чупăвĕ иртрĕ. Вăрмар район çыннисем те пысăк активлăхпа хутшăнчĕç массăллă йĕлтĕр ăмăртăвне. Кирек епле физкультурăпа спорт мероприятийĕ те кăмăла çĕклет. Сивĕ хĕл кунĕ пурин хăлхи-сăмсине те аванах чĕпĕтрĕ пулин те, мероприяти тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Савăнăçлă лару-тăрура ăмăртăва райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ.

VIP-ушкăнра йĕлтĕр йĕрĕ çинче ку хутĕнче Шупашкартан килнĕ хăнасем те ăмăртрĕç: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, Чăваш Енри Суд департаменчĕн Управленийĕн начальникĕ В.Петров. Чи пĕрремĕш VIP-ушкăн участникĕсем старта йышлăн тăчĕç. Финиша вара Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский çитрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Энĕшпуç паттăрĕсем - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Ивановпа райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов йышăнчĕç. Вĕçен кайăк евĕр чуптарчĕç пластик йĕлтĕрĕсене юр çийĕн районти тĕрлĕ шайри ытти ертÿçĕсем те. Пушă вăхăта диван çинче ирттермеççĕ вĕсем ахăртнех. Хĕллехи кунсемпе усă курса уçă сывлăшра час-часах йĕлтĕр çине тăраççĕ. Хĕрарăмсем хушшинче VIP-ушкăнра райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева чи харсăрри пулчĕ, финиша пĕрремĕш ярăнса çитрĕ. Ăмăртăва хутшăнакан чи çамрăк спортсменсем - 8 çулхи Е.Краснова, 5 çулхи Д.Архиповпа В.Иванов пулчĕç. Уява уйрăмах илем кÿрекенсем пулчĕç вĕсем.

Шкул ачисене хăвăртлăхпа çитекенни çук та пулĕ. Ăмăрту вырăнне çитсессĕнех вĕсем «вăй-хал пĕтмен-ха», - тенĕ евĕр çаврăнусем тăваççĕ, йĕлтĕр йĕрĕн çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ тейĕн. Стартра пурте хумханаççĕ, пĕринчен тепри маларах çитесшĕн. Финиша çитнĕ спортсменсене вĕри чей кĕтсех тăчĕ.

2000 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче 500 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Н.Иванов (Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул), иккĕмĕш вырăна Д.Васильев (Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул), виççĕмĕш вырăна К.Максимов (Кивĕ Вăрмар шкулĕ) тухнă. 1998-1999 çулхисем хушшинче 2 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи Е.Сергеевпа Чупайĕнчи Н.Крылов пайларĕç, иккĕмĕш Энĕшпуçĕнчи А.Герлов, виççĕмĕш Кĕлкешри А.Иванов пулчĕç. Çак дистанцирех хĕр ачасем хушшинче умлă-хыçлăн финиша малтанах Кĕлкешри С.Матвеева, Энĕшпуçĕнчи С.Павлова, Т.Кузьмина чупса çитрĕç. 1996-1997 çулхи каччăсем хушшинче 4 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Н.Артемьев, иккĕмĕшне Энĕшпуçĕнчи Н.Васильев, виççĕмĕш вырăна Шăхальти А.Долгов тухрĕç. Çак ÿсĕмри хĕрсем хушшинче 2 километрлă дистанцире С.Александрова пĕрремĕш, Энĕшпуçĕнчи В.Павлова иккĕмĕш, Пинерти Н.Цирульникова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче 4 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи С.Иванов, иккĕмĕшне А.Сергеев, виççĕмĕшне Мăнçырмари С.Капитонов йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри хĕрсем хушшинче 2 километрлă дистанцире малти вырăнсене йăлт Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул ачисем пулчĕç: А.Иванов, М.Петрова, Н.Алексеева. 29 çула çитичченхи арçынсен 3 километрлă дистанцири ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăнсене Чупайсем тивĕçрĕç: М.Андреев, С.Елаков, С.Иванов. Хĕрарăмсем хушшинче 1 километрлă дистанцире Чупайĕнчи Л.Никифорова пĕрремĕш, Кавалти В.Алексеева иккĕмĕш, Пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕн ĕçченĕ О.Николаева виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 30-39 çулхи арçынсем хушшинче 3 километрлă дистанцире финиша пĕрремĕш Хĕрлĕçыр ялĕнчи А.Андреев, иккĕмĕш Кивĕ Вăрмарти Э.Мясников, виççĕмĕш Шăплатри В.Григорьев çитрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче 1 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Т.Сорокина тивĕçрĕ.40-49 çулхи арçынсем хушшинче 3 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Мăнçырмари О.Мефодьев, иккĕмĕшне Кивĕ Вĕренерти В.Петров тивĕçрĕç. Çак ÿсĕмри хĕрарăмсем хушшинче иккĕмĕш вырăна Л.Федорова, виççĕмĕш вырăна С.Чубукова тухрĕç. 50-59 çулхи арçынсем хушшинче 3 километрлă дистанцире пĕрремĕш Кивĕ Вăрмарти В.Федоров, иккĕмĕш Вăрмар поселокĕнчи Н.Андреев пулчĕç.

60-69 çулхи арçынсем хушшинче 3 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Чупайĕнчи М.Андреев, иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕçырти А.Андреев çитрĕç.

70 çултисем тата аслăраххисем хушшинче 3 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Н.Михайлов, иккĕмĕш вырăна В.Лирзай тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене пурне те дипломсемпе, медальсемпе, укçан парнесемпе хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика