АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ вĕренекен

11 февраля 2012 г.

«Çын пуласси ачаран паллă», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăнлăхне ĕнентерме чăннипех те çивĕч те вăр-вар, пултаруллă та ăслă, мал ĕмĕтсемпе çунатланса пурăнакан Кивĕ Вăрмар вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Сереброва çинчен çырса кăтартас килет.

Таня мĕн пĕрремĕш класран пуçласа паянхи кунчченех пĕтĕм предметпа яланах «5» паллăпа çеç вĕренсе пырать. Вĕренÿре пултаруллă хĕр ача шкул учебникĕсенчи темăсене вĕренсе пынипе пĕрлех хушма литература та нумай вулать, тавра курăмне аталантарма интернетри кирлĕ хыпарсемпе те кулленех паллашса пырать. Тем те кăсăклантарать ăна: сывлăхпа малашлăх çинчен те, паянхи ял ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те, тăван совхоз экономикин аталанăвĕ те хумхантараççĕ вĕренекене. Шăпах ĕнтĕ çав ыйтусемпе рефератсем çырса вăл кашни çулах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, яланах малти вырăнсене çĕнсе илме пултарать пултаруллă хĕр ача. Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тăван ен культура предмечĕпе ирттерекен «Раççее шанмалла» конкурса хутшăнса «Вăрмар тăрăхĕнчи 1888 çулхи çĕршĕн пынă кĕрешÿ ыйтăвĕ» темăпа реферат çырнă. Хăйĕн ĕçĕнче вăл çак историри пĕлтерĕшлĕ ыйтăва тĕрĕс çутатса пама нумай тĕпчев ĕçĕсем туса ирттернĕ: халь пурăнакан ватă çынсенчен, вĕсен ачисемпе мăнукĕсенчен мĕн ас тунисене ыйтса пĕлнĕ. Çак тĕпчев ĕçĕпе вăл республикăра 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Тăван ен олимпиадисене те кашни çулах хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Таня кашни çулах районти, республикăри олимпиадăсене активлă хутшăнать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те пултаруллă вĕренекен районта ирттернĕ 13 предметпа ăс-хакăл тупăшĕвĕсен олимпиадине хутшăнса хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслет, малти вырăнсене тивĕçет. Акă, сăмахран, вырăс литературипе 1-мĕш, вырăс чĕлхипе - 2-мĕш, географипе - 2-мĕш, биологипе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Шкулта вĕренекен предметсенчен ытларах вăл обществознани, экономика, право, вырăс литератури предмечĕсене кăмăллать. «Пур предметпа та лайăх вĕренсе пынăран санăн пĕр пушă вăхăт та çук пулĕ;» - тесе ыйтсан Таня кăшт именерех çапла хуравларĕ:

- Эпĕ вăхăта яланах усăллă ирттерме тăрăшатăп. Спортпа та туслă, уйрăмах волейболла выляма килĕштеретĕп. Вĕренÿрен каннă вăхăтра алла кăранташ тытса тĕрлĕ ÿкерчĕксем тума юрататăп. Ытларах çут çанталăк илемне ÿкерес килет. Килти ĕçсене тума та ĕлкĕретĕп: атте-анне ĕçрен таврăниччен апат пĕçермелле, ватă асаннене кил картишĕнчи выльăхсене пăхма та пулăшмалла - пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле.

Шкул пурнăçĕнче маттур та пултаруллă, обществăлла ĕçсенче хастар, юрă-ташăра та артистран кая мар пулнипе, ашшĕ-амăшĕпе аслă ăрури çынсене хисепленипе палăрса тăрать Татьяна Сереброва. Çакă вара ăна палăртнă ĕмĕчĕсене пурнăçлама, малашлăха çирĕп утăмсемпе утма пулăшса пырать. Эпир те, вĕрентекенсем, Таньăн ĕмĕчесем пурнăçланасса çирĕп шанса тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика