11 февраля 2012 г.
Мулаххай шапкапа, кĕрĕкпе, çăм атăпа çирĕппĕн утатăп малалла, ура айĕнче шурă юр кăчăртатса пынине итлесе. Епле илемлĕ тавралăх: йывăç тураттисене пас тытнă, вĕсем чăрăш çине çакмалли теттесем пекех, хыр-чăрăш тураттисем вара юмахри асамçă пекех йывăррăн тайăлса аннă, вĕсен айĕнче куян йĕрĕсем курăнкалаççĕ, инçетрех çырма хĕррипе шурă тăхăннă, пăшалне çакнă сунарçă тилĕ йĕрне йĕрлесе йĕлтĕрпе пырать. Çанталăкĕ уяр, хĕвеллĕ кун.
Эпĕ хам хура кĕркунне, колхозсем йĕркеленĕ вăхăтра çуралнă. Вăл вăхăтра çанталăк тĕрлĕрен пулать, çумăрлă та, тĕтреллĕ те, юрлă та. Кĕрхи тыр пул ампара кĕрет, пахча çимĕçĕсене пуçтарса кĕртме васкатпăр, çĕртме туса пĕтеретпĕр, пур ĕç те хăй вăхăчĕпе пулса пырать.
Кăçал ноябрь çурринче юр ÿкрĕ те шап шурă пĕркенчĕкпе çĕре витсе хучĕ, хĕл ларчĕ. Çанталăкĕ ăшăрах пулсан та, хĕл кунĕ çавах хăй енне ыйтать, килсенче ăшă çителĕклĕ кирлĕ. Путвалсемпе нÿхрепсем хулăнрах çивиттипе витĕнме ыйтаççĕ, выльăх-чĕрлĕх хăтлăрах та ăшăрах витесене туртăнать. Çулла ĕçчен çыннăн утă-улăма çителĕклĕ хатĕрлеме май пулнă. Апла хĕле аванах каçăпăр-ха. Епле илемлĕ хĕлле çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма, ура айĕнче кăчăртатса пыракан шурă юр çинче, йĕлтĕр йĕрĕсем çип çапнă пек тăсăлса выртаççĕ пирĕн умра, пăрлă катоксем кĕмĕл шăрçа еверлĕ йăлтăртатаççĕ, ачи-пăчи кулать, çухрашать, савăнать çак вăхăтпа киленсе. Пичĕ-куçĕсем савăнăçпа тулнă, хăйсем хĕп-хĕрлĕ çырла тейĕн. Халĕ пурнăç лайăх, пурте çителĕклĕ, пурăн, вĕрен, савăн, ĕçлеме ан ÿркен.
Эпĕ çамрăк пулнă вăхăтра (1930-1945 ç.ç.) пурнăç йывăрччĕ, анчах та савăнма та, ĕçлеме те пĕлнĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă. Пирĕн ялăн çурçĕр енче - сăртлă вырăн, эпир вара ача-пăчасем çав сăрта юр ларсанах çунашкасемпе, йĕлтĕрсемпе, йывăç конькисемпе ярăнма каяттăмăр. Вăл вăхăтра килте тунă, улачаран çĕленĕ кĕпесемпе çÿренĕ-ха, вĕсен аркисем вара шăнса пăрланса ларатчĕç, хальхи балеринăсен кĕписем пекех хăпартланса пыратчĕç, урара атте хуçнă çăпатасем кантăк пек шăнса йăлтăртататчĕç, кантрисене салтма алăсем шăннипе вăй-хал çитместчĕ.
Каçалапа киле пуçтарăнсан кăмакана тăм чашăкпа лартнă шарккăва 11-ĕн ларса çиеттĕмĕр те уроксем тума пĕр сĕтел хушшине пиллĕкĕн лараттăмăр. Анне кĕнчелепе ларатчĕ, атте çăпата хуçатчĕ. Ачасемшĕн хĕл кунĕсем мĕнле савăнăçлă пулнине асрах тытатăп.