АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисенче, мал шухăшлисенче аталану çăл куçĕ, курăмлă ÿсĕм

11 февраля 2012 г.

2011 çул районшăн системăллă тата хăвăртлатнă экономикăллă, технологиллĕ, культурăллă аталану çулĕ пулчĕ. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чи малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика хăвăртлăхне тивĕçтернинчен килет. Çавна май иртнĕ çул промышленноç производствин, пур категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцине туса илессин, тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕн, обществăлла апатланăвăн, халăха тÿлевлĕ пулăшу парассин, çурт-йĕр тăвассин тата экономика секторне инвестицисем явăçтарассин калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Пĕрлештернĕ бюджета налук тата ытти тупăшсем кĕнин ÿсĕмĕ производство калăпăшне ÿстерме майсем туса панă.

Промышленность аталанăвĕ

Республика, çавна май район экономики çирĕпленсе пырать. Производствăна лайăхлатма инвестицисем ăнăçлă хывнă тĕслĕх пирĕн нумай. 2011 çулта хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцин тиесе янă калăпăшĕ, туса кăларакан производство енĕпе пысăк тата вăтам организацисем хăйсен вăйĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿресси 2,246 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă 2010 çулхипе танлаштарсан 103,8 процент пулать.

Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцин тиесе янă калăпăшĕ, электроэнергипе, çут çанталăк газĕ, шывпа тивĕçтерес енĕпе пысăк тата вăтам организацисен хăйсен вăйĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿресси 44,988 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулпа илсен 102,6 процентпа танлашать. Районти пĕчĕк предприятисем хăйсем туса кăларакан тавара 174,472 миллион тенкĕлĕх ăсатнă, çакă 2010 çулпа танлаштарсан 164,2 процент пулать.

Ял хуçалăхĕ

Çĕр ĕçченĕсемшĕн 2011 çул çăмăлах пулмарĕ. 2010 çулхи шăрăх çанталăк иртнĕ çул ял хуçалăх продукцине туса илесси çине витĕм кÿчĕ. Çапах та районти ял хуçалăх секторĕ лайăх еннелле аталанса пынине палăртмалла. Пĕр гектар çинче тĕш-тырă пухса кĕртессипе чи пысăк тухăç туса илекенсем хушшинче çак хуçалăхсем пулнă: «Г.Н.Ямуков» (пĕр гектар çинче 40 центнер), «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» (36,2 центнер), «Ю.Б.Федоров» (30 центнер), «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество (28 центнер). Хăш-пĕр лаптăксем çинче çĕр ĕçченĕсем пĕр гектар çинче 50-60-шар центнер таранччен тĕш-тырă пухса кĕртме пултарнă.

Çавăн пекех «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе те кăтартусем пысăк пулнă. Пĕр гектар çинче вăтамран 184 центнер çитĕнтерсе 64,5 пин тонна çĕр улми пухса илнĕ. Ку вăл 2010 çулхипе танлаштарсан 4,8 хут ытларах.

Районта юлашки çулсенче пысăк тупăш кÿрекен хăмла ÿстересси анлăланса пыни савăнтарать. Пур категориллĕ хуçалăхсенче «симĕс ылтăна» 22,3 гектар çинче 373 центнер пуçтарнă.

Ăнăçлă тухăç пуçтарса илесси, паллах, элита вăрлăхсемпе усă курнинчен нумай килет. Çулсеренех акса хăваракан элита вăрлăхăн пайĕ ÿссе пырать. Енчен те 2008 çулта акса хăварнă вăрăсен 8,2 проценчĕ элита пулнă пулсан, 2011 çулта - 41 процент.

Паянхи кун районта çĕнĕ производство хăвачĕсем вăя кĕртесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла Чăваш Республикин правительстви пулăшнипе районти хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркне çĕнетес ĕç активлă пырать. 2011 çулта район аграрийĕсем 20 миллион тенкĕлĕх 24 тĕрлĕ ял хуçалăх техники туяннă. Юлашки 4 çул районта малтан ахаль выртнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, пурĕ 7200 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çак тĕлĕшпе «Агрофирма «Арабоси», «В.Ф.Павлов», «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер), «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Практика кăтартнă тăрăх, кĕрхи культурăсен тухăçлăхĕ çурхисенчен пысăкрах. Анчах та иртнĕ çулхи çанталăк условийĕсем кĕрхи культурăсене акса хăварас плана тултарма май памарĕç. Палăртнă тăрăх 6580 гектар пулнă пулсан, 4584 гектарне кăна акса хăварнă. Çавăнпа та плана тултарас тесе çуркунне 2 пин гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăвармалла.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тăрăшнипе районти хуçалăхсен руководителĕсем иртнĕ çул çунтармалли-сĕрмелли материалсене çăмăллăхлă майпа туянса ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме пултарчĕç. Апрель-октябрь уйăхĕсенче пĕр тоннăшăн 16 пин те 200 тенкĕ тÿлесе 615 тонна топливо кÿрсе килнĕ. Çапла майпа 4,5 миллион тенкĕ перекет тунă. Кăçал та районти хуçалăхсем топливăна йÿнĕрех хакпа туянма пултарĕç.

Пысăк тухăç туса илес ĕçре тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл - ÿсен-тăрансене тутлăхлă япаласемпе туллин тата вăхăтра тивĕçтересси. Иртнĕ çул пурĕ 618 тонна минераллă удобренипе усă курнă. Пĕр гектар пуçне 21 кг тивĕçнĕ пулсан та, çакă çителĕксĕр. Хальлĕхе 61 тонна минераллă удобренисем туянма ĕлкĕрнĕ. Паянхи акса хăваракан культурăсен ассортименчĕпе усă курса пусă çаврăнăшĕн системине тĕрĕс пурнăçласа пырасси пулмасть. Çавăнпа та çĕре удобренисемпе пуянлатакан пăрçа йышши культурăсем (çурхи тата кĕрхи вика, пăрçа), горчица, рапс ытларах акса хăвармалла.

Çавăн пекех çĕр улми тата ытти пахча çимĕçе пуçтарса илнĕ хыççăн çак çĕр лаптăкĕ çинчех тата тепĕр тĕрлĕ культура акса хăварас опыта анлăрах усă курмалла (горчица, кĕрхи ыраш акмалла). Ун хыççăн симĕс калчаллă анана сухалаççĕ. Çакăн евĕр мероприятисем тăпран пахалăхне ÿстреççĕ, структурине лайăхлатаççĕ. Çакăн пек çĕр çинче акнă культурăсенчен пысăк тухăç кĕтме юрать.

Кăçал «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра силос валли 200 гектар лаптăк çинче кукуруза, 50 гектар çинче топинамбур çитĕнтересшĕн. Районти хуçалăхсен хисеплĕ руководителĕсем, сĕт тата аш-какай ытларах туса илес тесессĕн çакăн пек пысăк пахалăхлă культурăсем çитĕнтермелле.

Çурхи ака-сухана ирттерсе ямашкăн районти хуçалăхсенче тĕрлĕ маркăллă 115 трактор, грузсем турттаракан 80 автомашина, 93 сеялка, 170 культиватор пур. Машинăпа трактор паркĕнчи техникăн 60 проценчĕн амортизаци срокĕ тухнă. Техникăна мартăн 15-мĕшĕччен юсаса пĕтермелле.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче те иртнĕ çул 2010 çулхипе танлаштарсан выльăх шучĕ ÿснĕ, анчах та апат çителĕксĕррине пула сĕт, аш-какай тата çăмарта туса илесси чакнă. Обществăлла секторта 739 тонна аш-какай туса илнĕ. (2010 çулхипе танлаштарсан 25 тонна ытларах). Аш-какай туса илессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО, «Нюша» тата «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем палăрнă. Талăкне сыснасен вăтам ÿт хушаслăхĕ иртнĕ çул 188 грампа танлашнă (2010 çулхипе танлаштарсан 61 грамм ытларах). Пур категориллĕ хуçалăхсенче 2011 çулта сĕт суса илесси, 2010 çулхипе танлаштарсан, 4 процент чакса 15394 тонна пулнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче сĕт сăвăмĕ 30 процент е 716 тонна чакнă. Йывăрлăхсене пăхмасăрах «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра тата «Шигали» ЯХПКра сĕт суса илессине ÿстерме пултарнă.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче 6 миллион та 511 пин çăмарта туса илнĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче 3 миллион та 348 пин штук çăмарта илнĕ. Хуçалăх аталансах пырать, унăн ÿсĕмĕ татах та пулĕ.

Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче те кайăк-кĕшĕк шучĕ 117874 пин пуçпа танлашнă (2 процент ÿснĕ). Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2010 çултанпа пур категориллĕ хуçалăхсенче 147 пуç ÿснĕ, пĕтĕмĕшле 8710 пуç шутланать. Пĕрлештернĕ хуçалăхсенче вĕсен йышĕ 326 пуç (27 процент) таранччен чакнă. Вĕсен йышĕ ытларах «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра (66 процент е 270 пуç), Мичурин ячĕллĕ ЯХПКра (65 процент е 31 пуç), «Шигали» ЯХПКра (16 процент е 23 пуç сахалланнă). «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра, «Н.В.Тимофеев», «Ю.Б.Федоров» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче урăхла - мăйракаллă шултра выльăх йышĕ ÿснĕ.

«Арабоси» агрофирма» кăçал Киров тата Пенза облаçĕсенчен 300 пуç ăратлă пушмак пăру илсе килесшĕн, 300 пуç лайăх тына туянасшăн. Çапла майпа сĕт антаракан ĕнесен йышне 600 таранччен ÿстересшĕн. Пур категориллĕ хуçалăхсенче сысна йышĕ 2010 çулхипе танлаштарсан 596 пуç ытларах . Ял хуçалăх организацийĕсенче сысна йышĕ 1189 пуçпа танлашнă (2010 çулта - 1166).

Фермер ĕçне пуçăнас тата çемье фермине йĕркелесе ярас текенсене пулăшакан федераллă программăсем пирĕн район шайĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пырасса шанас килет. Пирĕн районта фермер ĕçне тата çемье фермине йĕркелесе ярас текен хресчен(фермер) хуçалăхĕсем йышлă.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 8 пин те 727 тенкĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне Вăрмар район çыннисем активлă хутшăнаççĕ. 2011 çулта 704 хуçалăх 132 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Хушма хуçалăхĕсене ертсе пыракан граждансем анлăрах та анлăрах хăйсен ĕçне механизацилесе çĕнĕ аталану çулĕ çине тăрса пыраççĕ. Хуçалăхĕсене пысăклатса хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу парса тăрассах шанас килет. Çакă ял хуçалăх продуцине туса илессине кăна мар, ял халăхне ĕçпе тивĕçтерессине те ÿстерĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, хресчен (фермер) пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсен яланах кирек епле йывăрлăхсене те пĕрле çĕнтерме хатĕр пулмалла, ума лартнă тĕллевсене пĕрле пурнăçламалла. «Пĕрлĕхре - вăй», - тесе ахаль каламаççĕ вĕт!

Пĕрлештернĕ бюджета пурнăçлассин пĕтĕмлетĕвĕсем

2011 çулта пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне 98 процент пурнăçланă, çакă унчченхи çулпа танлаштарсан - 3,1 процент. Хамăр вăйпа туса илнĕ тупăш 62997,3 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен 235657,6 пин тенкĕ кĕнĕ, çакă 102,9 процентпа танлашать.

Тÿлевлĕ пулăшу

Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене кĕмен организацисем ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ иртнĕ çул 228,025 миллион тенкĕ пулнă. Çакă унчченхи çулпа илсен 105,8 процентпа танлашать. Пĕчĕк предприниательлĕх субъекчĕсене кĕмен организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси 134,203 миллион тенкĕ пулнă (108,1 процент).

Вак тата вăтам предпринимательлĕх

Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Çавна май ĕç вырăнĕсем те хушăнса пыраççĕ. Продукци туса кăларасси, вĕсен ассортименчĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парасси ÿсет.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем - 122, уйрăм çын предпринимательсем 759 шутланнă. Ку сферăра 2098 çын тăрăшать, çакă - районта ĕçлекенсен 43,7 проценчĕ. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцин тиесе янă калăпăшĕ, пулăшу ĕçĕсем кÿресси 2011 çулта 358,6 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулпа илсен 52,3 процент ÿснĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче хушма ĕç вырăнĕ 196 йĕркеленĕ. Çав шутран предприятисенче - 88, ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă ĕç вырăнĕ 108 йĕркеленĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансем 6475,9 пин тенкĕ налук тÿленĕ.

Строительство

Пирĕн район пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне çине тăрсах вăйлатса пырать, çавна май пурăнмалли çурт-йĕр строительствин çулленхи хăвăртлăхĕ те ÿсет.

Пирĕн тĕп тĕллев - социаллă пĕлтерĕшлĕ çурт-йĕр фончĕ валли хаклă мар, хăвăрт çĕклемелли пысăк мар калăпăшлă хваттерлĕ çурт-йĕр строительстви енĕпе пилотлă проекта пурнăçламалла. 2011 çулта пĕтĕм çăл куçсенчен капиталлă строительствăна 597,1 миллион тенкĕ хывнă, унчченхи çулпа илсен 105,4 процент. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 491,2 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.

«Раççей гражданĕсене хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проектне пурнăçласа иртнĕ çул пĕтĕм çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 40320 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çакă унчченхи çулпа илсен 104,6 процентпа танлашать. Вăрмар поселокĕнче 27 хваттерлĕ çурт хăпартнă, вĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем тата салтаксен тăлăх арăмĕсем валли - 9, авариллĕ çуртсенче пурăнакансем валли 18 хваттер уйăрма палăртнă.

Обществăлла апатлану

Райпон обществăлла апатланăвĕн çаврăнăшĕ 37 миллион тенкĕпе танлашнă. 2010 çулпа илсен - 111,2 процент. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене кĕмен обществăлла апатланăвăн çаврăнăшĕ пĕлтĕр 3 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă 112 процент пулать.

Уйăхри вăтам ĕç укçи

Пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен 2011 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 10313,3 тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулпа илсен 8,5 процент ытларах. Экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕсĕпе илес пулсан финанс ĕçĕ-хĕлĕнче ĕç укçи ÿснĕ, вăл 15326 тенкĕпе (104 процент) танлашнă. Коммуналлă, социаллă пулăшу ĕçĕсем парас сферăра чи пĕчĕк ĕç укçи - 5740,7 тенкĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ

Иртнĕ çул районта пурĕ 364 ача çуралнă, унчченхи çулпа илсен 25 ача нумайрах. Çавăн пекех 436 çын вилнĕ, 2010 çулпа танлаштарсан 39 çын сахалрах. 2011 çулта 144 çемье чăмăртаннă, 45-шĕ уйрăлнă.

Ĕçпе тивĕçтересси

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 1242 çын пынă. 2011 çул пуçламăшĕнчен ĕçсĕррисен йышĕ 256 çынран 63 çын таран чакнă. Ĕçсĕррисен шайĕ 0,4 процент пулнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерессине центр малашне те пурнăçласа пырĕ. Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика