11 февраля 2012 г.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров «Россгострах» компанин Вăрмарти страхлакан тата «Россельхозбанк» АУОн Вăрмарти филиалĕсенче, «Нефть -Тревел» автозаправкăра, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра, «Вăрмарти механика завочĕ» АУО, «Светлана» тулли мар яваплă обществăра пулса кунти ĕç коллективĕсемпе калаçрĕç. Ĕçченсем хăйсене хумхантаркан ыйтусемпе кăсăкланчĕç. Константин Владимирович районăн 2011 çулхи социаллă экономика пурнăçĕн аталанăвĕпе, 2012 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ, çывхарса килекен РФ Президенчĕн суйлавне еплерех хатĕрленни пирки чарăнса тăчĕ.
Г.Чернова республикăн статистика кăтартăвĕсемпе, патшалăх политикин пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерекен виçисемпе паллаштарчĕ. Генрих Геннадьевич хăйĕн сăмахĕнче Вăрмар район экономикин аталанăвĕ, халăха интереслентерекен ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Николай Петрович вара ĕç коллективĕсене «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче çĕнĕ йышши хальхи вăхăт ыйтакан оборудованисем вырнаçтарасси пирки, вĕсем хуçалăхшăн курăмлă, пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа пачĕ.