АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарти авточупури ентешсен çитĕнĕвĕ

08 февраля 2012 г.

Нумаях пулмасть Шупашкар хули хĕрринче «Чăвашри автомашинăсен федерацийĕ» («Чувашская автомобильная Федерация») Чăваш Республикинчи обществăлла организаци пуçарăвĕпе çултан-çул иртекен «Раштаври авточупу» («Рождественские автогонки») йĕркелесе ирттерчĕç.

Ăмăрту зачет класлă пилĕк дисциплинăпа пулса иртрĕ. Авточупура Энĕшпуç çамрăкĕсем те активлă хутшăнса лайăх енчен палăрма пултарчĕç. «Тулли привод-стандарт» класлă автомашинăсен ăмăртăвĕнче Вăрмар райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Д.Иванов «Нива» автомашинăпа иккĕмĕш, «Тулли привод-спорт» класлă автомашинăсен ăмăртăвĕнче Ю.Иванов предприниматель, пирĕн ентеш, (Шупашкарта пурăнать) «Нива» автомашинăпа пĕрремĕш, «Монопривод-стандарт» класлă машинăсен ăмăртăвĕнче Вăрмарти 39-мĕш пушар чаçĕн Энĕшпуçĕнчи пушар хуралĕн отделени командирĕ П.Прокопьев «Опель» автомашинăпа виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Çитес вăхăтра Энĕшпуç ялĕнче республика шайĕнче çултан-çул иртекен авточупура та пирĕн ентешсем лайăх результатсем кăтартасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика