01 февраля 2012 г.
Ĕнер Вăрмарти культурăпа кану центрĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен(фермер) хуçалăхĕсен, хушма хуçалăхсен руководителĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем Д.Иванов, Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Чи малтанах районти пултаруллă та талантлă çамрăксене ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендие илмелли сертификачĕсене парса чысланă . Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов ял хуçалăхĕнчи иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
(Тĕплĕнрех çитес номерте).