28 января 2012 г.
Пысăк Енккасси ял библиотекинче Ангелина Павловскаян «Саланнă кĕлте» кĕнеки тăрăх «Пĕр ял - пĕр кĕнеке» акци пырать. Ял вулавăшне çÿрекен çулланнă вулакансем те, шкулта вĕренекенсем те, çамрăксем те «Саланнă кĕлте» кĕнекене повеçе питĕ юратса вулаççĕ. Çак кĕнеке библиотекăра пĕрре те выртмасть, килĕрен киле çÿрет.
Кĕнекене юратса вуланине шута илсе эпир ку повеçсемпе калавсем тăрăх тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Малтанах ял библиотекинче А.Павловская çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ, вăл хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ. Вулакансем авторпа пĕрле повеçсенчи сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен питĕ хумханса калаçрĕç. «Ачисен айванлăхне пула чунпа аманса юлнă мĕн чухлĕ хĕрарăм чĕринчен юн сăрхăнать пуль. Чĕрĕ юн...», - терĕ автор.
Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсемпе «Тимахви» калавĕ тăрăх вулав конференцийĕ ирттертĕмĕр. Çавăн хыççăн ачасем «Тимахви ăсĕ» темăпа сочинени çырма канаш турĕç. Чи лайăх сочинени авторĕсене автор парне хатĕрлет. Çамрăксем хушшинче «Саланнă кĕлте» повеç тăрăх кĕнеке тишкерĕвĕ иртрĕ. Тишкерÿ хыççăн пухăннисемпе «Мĕншĕн Венера тÿрĕ çултан пăрăнса кайрĕ;», «Мĕншĕн çемье тĕппипех саланчĕ;» темăсемпе пултарулăх ĕçĕ çырма килĕшрĕмĕр. Çамрăксем повеçе килĕштерсе вулаççĕ, унти сăнарсем вĕсене çывăх, хумхантараççĕ, кăсăклантараççĕ. Акци март уйăхĕччен пырать. Автор сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн «Саланнă кĕлте» повеç сыпăкĕ тăрăх инсценировка лартма палăртса хăвартăмăр.