АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне

28 января 2012 г.

Анне.. Чуна çывăх-çке çак çепĕç те илемлĕ сăмах. Ачисемшĕн вăл хăй сывлăхне те, пурнăçне те хĕрхенмест. Тĕпренчĕкĕсене çын тăвас, пурнăç çулĕ çине тăратас тесен вăй-халне хĕрхенмесĕр ырми-канми ĕçлет. Шел пулин те пур хĕрарăм та ун пек мар-çке.

Анне... Мĕн кăна тÿссе ирттермест-ши пурнăçра! Вăл ачисемпе пĕрле вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, мухтанать. Епле илемлĕ аннен чĕри! Ун чĕринче чи савăк, пысăк, çутă та таса асамлăх пур. Ку вăл - юрату! Ăна вăл никама та мар, пире парнелет.

Юратнă та хисеплĕ аннем! Эпир сире кÿрентеретпĕр, хурлантаратпăр та пуль. Тархасшăн, каçарăр пире. Эпир питĕ кая юлса ăнланатпăр хамăрăн йăнăшсене.

Аннеçĕм, эсĕ пире çынсемпе йăваш та тÿрĕ чунлă пулма вĕрентнĕ, анчах та хальхи пурнăçра ытларах чурăс чунлисем тĕл пулаççĕ, çавăн пеккисене мĕнле хĕрарăмсем пăхса çитĕнтернĕ-ши;

Пур ачана та ырă аннесем кун çути парнеленĕ пулсан пурăнма мĕнле лайăх пулĕччĕ... Çук çав! Тĕнчере тĕрлĕрен аннесем. Пĕрисем ачаш та сăпайлă, теприсем - чурăс.

Манăн хамăн анне пек ырă кăмăллă, тарават пуласчĕ. Вăл мана питĕ юратать. Эпĕ вăл каланине пĕтĕмпех ăша хывма тăрăшатăп. Йывăр вăхăтра яланах унран пулăшу ыйтатăп. Чи çывăх çын маншăн тĕнчере вăл - анне. Тавтапуç сана, аннĕçем, эсĕ пурришĕн, çемье ăшшине тытса пынишĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика