28 января 2012 г.
Ĕçлемен пенсионерсен федерацин социаллă хушма тÿлевĕн виçине кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕнчен ÿстернĕ. Çакă Чăваш Респуликинче 2012 çулта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 4818 тенке çитернипе çыхăннă. Социаллă тÿлеве чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă ĕçлемен пенсионерсене параççĕ. Тупăш шутне пенси, федерацин тата регионăн уйăхри укçа тÿлевĕсем (телефонпа усă курнăшăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн паракан компенсаци те) кĕреççĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн виçине 6 процент индексацилесе 387640 тенке çитернĕ. Ашшĕ-амăшĕ çак укçана малашне тĕпренчĕкне ача садне е кирек-хăш вĕренÿ учрежденине çÿретнĕшĕн тÿлемешкĕн яма пултарать.
Вилнĕ çынна пытармашкăн уйăракан социаллă пособи те 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 4515 тенкĕпе танлашать. Çак суммăна пенсионера юлашки çула ăсатассине хăй çине илнĕ гражданина тÿлеççĕ.
Пенсин пухăнса пыракан пайĕн ирĕкĕ пур пенсионерсем кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çав шутран тÿлев илме тытăнаççĕ. Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ĕмĕр тăршшĕпех параççĕ. Виçине пырса кĕнĕ страховани взносĕ суммине, ăна инвестициленин тупăшне тата пенси памалли тапхăра кура палăртаççĕ.
Пĕр хут тÿлеве пухăнса пыракан пай ватлăхри ĕç пенсийĕн виçин 5 е унран сахалрах проценчĕпе танлашакан пенсионерсене параççĕ. Ку ушкăна 1953-1966 çулсенче çуралнă арçынсемпе 1957-1966 çулсенче çут тĕнчене килнĕ хĕрарăмсем кĕреççĕ. Вĕсемшĕн 2002-2004 çулсенче ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли взнос хывнă. Васкавлă тÿлеве патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнса хăйсен ирĕкĕпе пулас пенси валли взнос куçарнă çынсем тивĕçеççĕ. Вĕсем çулталăкра 2-12 пин тенкĕ хывнă тăк - патшалăх та çавăн чухлех уйăрать. Виçине взноссен суммине тата инвестици тупăшне кура çирĕплетеççĕ. Программăна хутшăнакан çын нухрата тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен 10 çул е хăй суйланипе ытларах тапхăр тивĕçет. Енчен те вăл пурнăçран уйрăлсан çав укçана е юлнă пайне ирĕке (правопреемник) йышăнакана параççĕ.
Тепĕр çĕнĕлĕх - январĕн 1-мĕшĕнчен обязательнăй пенси страхованийĕн взносĕн тарифне 4 процент чакарса 22 процента хăварнă. Взнос хумалли чикĕрен иртекен сумма тĕлĕшпе 10 процентлă ставкăпа усă кураççĕ.
Харпăр хăй ĕçне кÿлĕннĕ çынсем - уйрăм предпринимательсем, адвокатсем, хăйсен практикине йĕркеленĕ нотариуссем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемсĕр пуçне, кăçалтан тытăнса çÿллен отчет памаççĕ.