28 января 2012 г.
Мускавра ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей экономика аталанăвĕн министрĕпе Э.Набиуллинапа тĕл пулу ирттернĕ.
- Калаçусен вăхăтĕнче Чăваш Енри вак тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă. Палăртса хăварар: республика предпринимательлĕхе аталантармалли регион программисене çул пама федераци хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрас тĕлĕшпе ирттерекен конкурса хастар хутшăнать. 2011 çулта Чăваш Ен çак тĕллевпе 236 млн тенкĕ илнĕ.
М.Игнатьев палăртнă тăрăх çак укçа-тенкĕ пайтаçăсене пулăшмалли формăсене тата çул-йĕре палăрмаллах анлăлатма пулăшнă. Çавна май 2011 çулта 10 пин ытла хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме, ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут - 1,18 процента çити - чакарма май килнĕ. Халĕ республика Правительстви 2012 çулта патшалăх пулăшăвне илмешкĕн заявка хатĕрлет.
-Çак кунах Раççей тĕп хулинче ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Мускав Правительстви Суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура сферисенче çыхăну тытасси çинчен калакан килĕшĕве, çавăн пекех 2012-2014 çулсенче ăна пурнăçласси çинчен хатĕрленĕ протокола çирĕплетнĕ. Документсем çине республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата Мускав мэрĕ С.Собянин алă пуснă.
«Чăваш Республики - Мускав хулипе çыхăну тытакан тивĕçлĕ регион, - тенĕ тĕп хула мэрĕ С.Собянин, - республикăри паха тавар туса кăларакансене, паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене тĕрлĕ вырăнта лайăх пĕлеççĕ. Çакна тивĕçлипе хакласа эпир малашне те пĕрле вăй хурасшăн». Мускав мэрĕ культурăри хутшăнусем пушшех те лайăххине пĕлтернĕ: Мускав Чăваш Енре Культура кунĕсем ирттересшĕн, республика - Раççейĕн тĕп хулинче.
«Чăваш Еншĕн Мускав - пысăк пасар, чи малтанах тата пирĕн тавар туса кăларакансемшĕн анлă майсем. Эпĕ Чăваш Республикин çĕр ĕçченĕсене тĕп хула рынокне пĕр вăтанмасăрах кĕме, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци сĕнме чĕнсе калатăп. Ăна кунта хапăлласа туянаççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
- Январĕн 25-мĕшĕнче Палестина президенчĕ Махмуд Аббас Чăваш Ен Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа тĕл пулнă.
Тĕл пулу пирки каланă май республика Пуçлăхĕ ĕçтешлĕх çирĕпленсе пырассине палăртнă. Çакă республикăн тĕп хулинче вĕренекен Палестина студенчĕсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни те калать. Палестинăн ĕçлĕ çыннисем Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан хĕвел батарейисен завочĕпе çыхăну йĕркелесшĕн.
Махмуд Аббас каланă тăрăх ку ыйтăва çывăх вăхăтрах тишкерĕç. Çавăн пекех культурăпа спортри çыхăнусене те вăй парасшăн.