АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пособисем ÿснĕ

25 января 2012 г.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулхи ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен тата «Федерацин 2012 çулхи тата 2013-2014 çулсенчи тапхăра планламалли бюджечĕ çинчен» 371-мĕш номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ача пур граждансене паракан патшалăх пособийĕсен виçисене 6 процент ÿстереççĕ.

2012 çулхи январьтен пуçласа пособисен виçи çапла пулать:

- ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи – 12405 тенкĕ те 32 пус;

- çулталăк çурăна çитмен ачана пăхнăшăн уйăхсерен тÿлекен пособи – пĕрремĕш ачашăн 2326 тенкĕ;

- иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă ачасемшĕн – 4651 тенкĕ те 99 пус;

- çие юлни 12 эрне ирттиччен медицина организацийĕнче учета тăнăшăн пĕр хутчен паракан пособи – 465 тенкĕ те 20 пус;

- призывпа çар службинче тăракан гражданинăн ача çуратма хатĕрленекен мăшăрне пĕр хутчен тÿлекен пособи – 19645 тенкĕ те 12 пус;

- призывпа çар службинче тăракан гражданинăн мăшăрне ача çуралсан уйăхсерен тÿлесе тăракан пособи – 8419 тенкĕ те 34 пус.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика