25 января 2012 г.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕнче вăй хуракансем ватă çынсене, инвалидсене социаллă пулăшу, реабилитаци пулăшăвĕ, хÿтлĕх парассипе, вĕсен канлĕхне май пур таран упрассипе тăрăшаççĕ.
Центрти васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать:
- вĕри апат, апат-çимĕç пуххи, тумтир, атă-пушмак тата чи кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси, вăхăтлăх пурăнмалли вырăн тупса парасси, тĕрлĕ информаципе консультаци парасси. 2011 çултан пуçласа пирĕн уйрăм инвалидсемпе тачă ĕçлеме пуçларĕ. Инвалидсене реабилитаци тата протез таварĕсемпе сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви урлă тивĕçтерме пуçларĕ. Çак çултанах «Мобильная бригада» («Çаврăнăçуллă бригада») ĕçлеме пуçларĕ.
Асăннă бригада çумне çак специалистсем кĕреççĕ:
- васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ;
- реабилитаци тата протез таварĕсене тивĕçтерекен;
- социаллă пулăшу паракан специалистсем: юрист, фото ÿкерекен, плотник, парикмахер. Çавăнпа та эпир пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене чĕнсе каласшăн - хăвăра тимлĕх е пулăшу кирлĕ пулсан пирĕн центрти ĕçченсем сире пулăшу кÿме яланах хатĕр.
Ыйтса пĕлмелли пулсан çак телефонсемпе шăнкăравлăр: 2-32-76, 2-12-97, 2-18-72.