АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕллевпе пĕрле ĕçлетпĕр

25 января 2012 г.

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне халалланă уяв иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, отрасль ветеранĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Чăваш Енре официаллă майпа регистрациленĕ 250 массăллă информаци хатĕрĕ. Вĕсенчен хăшĕсемшĕн иртнĕ çул юбилей çулталăкĕ пулчĕ. Сăмахран, «Хыпар» хаçат 105 çул тултарчĕ, Вăрмар район хаçачĕ «Хĕрлĕ ялав» - 80 çул, «Вести-Чувашии» кăларăм унран шăп та лăп тăватă хут кĕçĕнрех. Республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен официаллă порталĕ, çавăн пекех «Республика» хаçат, «Çамрăксен хаçачĕ», тутарсен «Вакыт» хаçачĕ 15 çул тултарчĕç. «Тăван Атăл» журнал, Патшалăх кĕнеке палати те - 80-ра.

Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн уçă пулнине, журналистсемпе яланах уççăн, пĕр-пĕрне шанса калаçнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев «тăваттăмĕш влаç» Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывни çинчен каларĕ: «Чăн-чăн ăста аллинче сăмахпа калем пархатарлă вăй пулса тăраççĕ. Ăнăçсăр алăра вара вĕсем аркату кÿме пултараççĕ. Сире пысăк профессионализмшăн, яваплăхшăн, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика