21 января 2012 г.
2010 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче Чăваш Енре ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. Унсăр пуçне республика территорийĕнче вăхăтлăх тата чикĕ леш енче ялан пурăнакан 693 çынна çырнă.
Регионсем хушшинче Чăваш Республики ялан пурăнакан çынсен йышĕпе хĕрĕхмĕш вырăнта. Пĕр тăваткал километр пуçне 68,4 çын тивет. Кăтарту Мускав (1 тăваткал километра 10457,7 çын), Санкт-Петербург (3485,4) хулисемпе Мускав облаçĕ (154,9), Ингушети (114,6). Çурçĕр Осети-Алани (89,1), Чечен (81,3) республикисем, Краснодар крайĕ (69,2) тата Кабардин-Балкари Республики (68,8 çын) хыççăн тăххăрмĕш вырăнта.
2002 çулхипе танлаштарсан Чăваш Енре халăх йышĕ 62,1 пин çын чакнă (4,7 процент). Çакă халăх хăй хальлĕн чакса пынипе (вилекенсем çуралакансенчен ытларах пулнипе), миграципе çыхăннă. Шупашкарпа Шупашкар районĕсĕр пуçне (вĕсенче 3 тата 7,1 процент ÿснĕ) республикăри ытти районпа хуласенче пурăнакансен йышĕ сахалланнă. Улатăр (20,3 процент), Хĕрлĕ Чутай (19,8), Пăрачкав (19,2), Çĕмĕрле (19), Елчĕк (18,3), Куславкка (18) районĕсем уйрăмах пушанса пыни пăшăрхантарать. Çынсем яланхилле Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленме тăрăшни сисĕнет. Çырав вĕсенче 588,6 пин çын пурăннине палăртнă, ку республикăри халăхăн 47 проценчĕ (2002 çулта - 44 процент).
Чăваш Енри хуласенче те сакăр çулта 60,3 пин (7,6 процент), ялсенче 1,8 пин (0,4) çын сахалланнă. Хулара пурăнакансем сасартăк чакса кайни вĕсем хăй хальлĕн чакса пынипе тата административлă территорисене çĕнĕлле йĕркеленипе çыхăннă. Юлашки çыравсен тапхăрĕнче (2002-2010 çулсем) хула пĕлтерĕшлĕ сакăр поселока (Улатăр районĕнчи Кирене, Вăрнара, Йĕпреç районĕнчи Буинска, Йĕпреçе, Вăрмара, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçе, Шупашкар хула администрацийĕнчи Çĕнĕ Лапсарпа Сосновкăна) ял шутне кĕртнĕ. Çапла вара 2010 çулта республикăра пурăнакансен 58,8 проценчĕ - хула (2002 çулта 60,6 процент), 41,2 (39,4) - ял çыннисем.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче виçĕ пин çын ытла пурăнакан 15 ял-поселока шута илнĕ: Çĕнĕ Лапсар, Патăрьел, Шăнкăртам, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Кÿкеç, Çĕнĕ Тутаркасси, Ишлей, Шăмăршă, Тăвай. Юлашки çулсенче республикăри районсенче халăх хăй хальлĕн чакса пыни сисĕнет. Миграци шучĕпе Шупашкар (5,4 пин çын), Комсомольски (137) çын районĕсенче пурăнакансем йышланнă.
2010 çулта республикăра 472,5 пин уйрăм çурт-йĕр (уйрăм çурт, хваттер, общежитири пÿлĕм, хăна çурчĕ тата пурăнма юрăхлă ытти çурт-йĕр) шута илнĕ. Вĕсенче 1235,8 пин çын (республикăра пурăнакансен (99 проценчĕ) пурăннă.
Çырав вăхăтĕнче нацие палăртнă чухне çын хуравне шута илнĕ. Иртнĕ çыравра республикăра 48,1 пин çыннăн е 3,8 проценчĕн (2002 çулта - 3,5 пин е 0,3 процент) наци пирки пĕлтерни пулман, Раççейре пĕтĕмпе 1,44 млн чăваш шута илнĕ (çĕршывра пурăнакан 1,05 проценчĕ). Ку 2002 çултинчен 12,3 процент сахалтарах. Вырăссем - 111,02 млн (80,9 процент), тутарсем - 5,31 млн (3,87), украинсем - 1,93 млн (1,41), пушкăртсем - 1,58 млн (1,15).
2002 çултипе танлаштарсан пĕр пин çын пуçне професси пĕлĕвне илесси 7,3 процент ÿснĕ. Çав шутра аслă пĕлÿ - 50,4, тулли мар аслă пĕлÿ - 57,7, професси пĕлĕвĕ - 14,9 процент. Пуçламăш професси пĕлĕвне илесси вара икĕ хут чакнă.