21 января 2012 г.
Иртнĕ юн кун районта иртнĕ информаци кунĕнче 2 тĕп ыйту пăхса тухнă: 2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерсе ярасси тата Чăваш Республикин 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе 2012 çулхи тĕллевсене палăртасси. Вăрмар район тăрăхне ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Чăваш Енри Суд департаменчĕн Управленийĕн начальникĕ В.Петров, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов, ЧР Патшалăх статистикин пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова килсе çитнĕ. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа, унăн заместителĕсемпе, пай пуçлăхĕсемпе тĕл пулса Вăрмар хула, Пинер, Энĕшпуç, Шăхаль, Энтрияль, Арапуç ял тăрăхĕсен çыннисемпе тĕл пулчĕç.
Вăрмар. ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов ку хутĕнче районти тĕп библиотекăри вулакансемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем районăн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, кăçалхи плансемпе паллаштарчĕç. Ыйту-хурав урлă иртнĕ кăсăклă мероприяти пурне те килĕшрĕ.
Шăхаль. Чăваш Енри Суд департаменчĕн Управленийĕн начальникĕ В.Петровпа райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов халăхпа чи малтанах администраци çуртĕнче тĕл пулчĕç. Паянхи куна ял тăрăхĕнче 945 çын пурăнать. Иртнĕ çул 6 ача çуралнă. Валерьян Петрович сăмах илнĕ май çитес суйлавра хăйне халăхшăн тăвакан ырă ĕçне палăртнă кандидатшăн сасăламалли çинче чарăнса тăчĕ. Пурнăç самай лайăх енне улшăнни куçкĕрет. Пенсионерсене алла вăхăтра укçа илни савăнтарать. Суйлава кашнин хутшăнмалли çинчен палăртрĕ вăл. Александр Иванович 2011 çулта районăн социаллă экономика лару-тăрăвĕ лайăх еннелле аталанса пынине палăртрĕ, коллективлă хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ. Чупай, Кавал, Энĕшпуç ялĕсенче çĕвĕ цехĕсем уçăлнă. Яланхиллех ял халăхне сĕт хакĕ канăç памасть. Саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсене патшалăх тÿрремĕнех йĕркелеймест, урăхла каласан сĕте сутăн илмелли хаксене çирĕплетеймест. Хаксем рынок витĕмĕпе ирĕклĕн йĕркеленеççĕ. Çавăнпа та сĕт паракансен ăна пуçтаракансем хушшинчи конкуренцие аталанма памалла мар, урăхла каласан сĕте пуçтаракан пĕр шанчăклă партнерпа ĕçлемелле. Хака час-часах улăштараканран «тармалла». Сăмахран, сĕт хакĕ Шăхалĕнче паянхи куна 10 тенкĕ те 50 пус. Çавăн пекех шыв ыйтăвĕ те канăçсăрлантарать хăшĕ-пĕрисене. Унпа епле тивĕçтернипе, халăхран пуçтарнă укçапа еплерех усă курни пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Артемьевич пухăннă халăха тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех информушкăн шкул колективĕпе тĕл пулса калаçрĕ. Вĕрентекенсене шкулта çитес вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттересси пăшăрхантарать. Коллектив çамрăк, ача шучĕ те çителĕклĕ. Шкул çумĕнчи ача садне 11 шăпăрлан çÿрет. Ялти культура çурчĕ те юсав кĕтет. Тавара ирĕклĕ майпа туянма май паракан райпо лавкки хăнасене чăннипех тĕлĕнтерчĕ. «Хуларинчен пĕрре те кая мар», - терĕ Валерьян Петрович лавкка сентрисем çинчи таварсене пăхнă май.