21 января 2012 г.
Мăнçырма. Православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕсенчен пĕри - Крещени - январĕн 19-мĕшне килет. Ун умĕнхи каç Крещенин сочельникĕ пулать. Храмсемпе чиркÿсенче кĕлĕсем ирттереççĕ. Çак кун Иордан шывĕнче Иоанн креститель Иисус Христоса шыва кĕртнĕ. Çавăн пекех çак куна Турă курăнни тесе те калаççĕ. Иисус Христос шыва кĕнĕ чухнехи кĕлĕ вăхăтĕнче ĕненекенсем Турăран хăйсен мĕн пур пек çылăхĕсене каçарма ыйтнă.
Ку уява Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕ те анлăн паллă турĕ. Ĕненекенсенчен чылайăшĕ çак каç йăлана кĕнĕ йĕркепе шыва кĕрессине шута илсе Мăнçырма ялĕнчи çăл куçсем патĕнче, кÿл варринче шыва кĕмелли ятарлă ваксем каснă, кĕлĕсем (шыва çветит тумалли вырăнсем) хатĕрленĕ, хывăнса тăхăнмалли палаткăсем лартнă. Ку ĕçре ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов ертсе пынипе ялти çамрăксен активлăхĕ уйрăмах палăрчĕ, часах шыва кĕмелли вырăнсем хатĕр пулчĕç, унта пымалли çулсене уçса юртан тасатрĕç, электричество çути илсе çитерчĕç.
Чиркÿ настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей ялти çăл куçсене, шыва кĕмелли ваксене çветит туса тухрĕ. Каç пулсан, 10 сехет тĕлĕнче шыва кĕрсе тухасси ялăн икĕ пая пайланнă кассисенче те йышлăн пулчĕç. Шыва кĕрекенсем хăйсем çине хĕрес хывса Турăран каçару, хăйсен ĕмĕчĕсем пурнăçланччĕр тесе «Священнăй писанин кĕнекинчи» сăмахĕсене каларĕç. Çур çĕр çитиччен чиркÿре пысăк ятарлă кĕлĕ пуçланчĕ, унта ялти тата çывăх тăрăхсенче пурăнакансем умĕнче Л.Ермолаев Иоанн креститель Иисус Христоса шыва кĕртни çинчен темиçе хут асăнчĕ. Унтан чиркÿне пынă çынсене хăйсем ятарласа илсе пынă савăтсене çветит тунă шыв пачĕç.
Кавал. Хăй вăхăтĕнче Вăрмар тăрăхĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕринче 255 çул каялла, 1757 çулта, Михаил Архистратиг чиркĕвне уçнă. 2011 çулта вара кунта Крещени уявĕнче шыва кĕмелли купель уçрĕç. Кăçал та унта халăх йышлăн пухăнчĕ. Малтанах çăл куçа çĕнетме Мăнçырмари Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид аттепе Мария матушка çитрĕç. Ун хыççăн ял халăхĕ те, хăнасем те купеле йышлăн кĕчĕç.
Чупай. Казански Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕнче чи аслă уявсенчен пĕрне - Крещение - халалласа кĕлĕ иртнĕ. Ăна Николай иерей (Архипов) ирттернĕ. Вăл унта Иисус Христос шыва кĕрсе ăна хăй çуттипе çутатни çинчен каланă, ĕненсе тĕне кĕрекен çынсенĕн çылăхĕсене çуса тасатма хăват панине пĕлтернĕ.
Иисус Христос шыва кĕнĕ чух Турра кĕл тунă. Вăл хăй шыва кĕнипе пур этемсен çылăхне çуса тасатма Турра тархасланă. Унтан çынсене çăлас тесе вăй-хăват ыйтнă. Çавăнпа та çак кун Турра кĕл тунипе тĕне кĕрекенсен çылăхĕсем каçарăнаççĕ, вĕсем тасалаççĕ.
Николай иерей уяв ячĕпе пурне те саламласа çутă малашлăх суннă.