21 января 2012 г.
Чăваш Ен пуçлăхĕ М.Игнатьев «Чăваш Республикинчи бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи, шкулсенчи вĕренĕвĕн программисене пурнăçлакан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, ачасемпе шкул тулашĕнче ĕçлекен бюджет тытăмĕн, культура, физкультурăпа спорт ĕçченĕсен ĕç укçи 15 процент ÿсмелле.
2012 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăри бюджет тытăмĕнчи мĕн пур ĕçчен шалăвне тата 6 процент ÿстерме палăртнă.
2011 çулхи декабрь уйăхĕнче РФ Правительствин председателĕ В.Путин йышăнăвĕ тăрăх республикăна хушма укçа-тенкĕ уйăрса панă. «Асăннă Указа пурнăçлама 369 млн тенкĕ тăкакланĕ. Çак шута федераци бюджетĕнчен уйăрнă 104 млн тенкĕ (ăна Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан чи лайăх органĕсен йышне кĕнĕшĕн тивĕçнĕ тата 57,5 млн тенкĕ (общество укçи-тенкипе тухăçлă усă курнăшăн) кĕрет. Тепĕр 200 млн тенке республика бюджетĕнчен уйăрĕç.