18 января 2012 г.
Пултарулăх çурчĕ.
Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасен районти пултарулăх çуртĕнче шкулта вĕренекенсем хушшинче шашка турнирĕ иртрĕ. Унта 15 команда, 43 ача хутшăнчĕ. Командăсем хушшинче Пысăкенккассисем пĕрремĕшсем пулчĕç, иккĕмĕшсем - Вăрмарти вăтам шкул спортсменĕсем, виççĕмĕш вырăна Кĕтеснерсем тухрĕç.
Арçын ачасенчен пĕрремĕш шашка хăми çинче 1-3-мĕш вырăнсене çаксем пайларĕç: С.Павлов (Вăрмар), Д.Константинов (Кĕтеснер), К.Павлов (Кавал). Иккĕмĕш хăма çинче малти вырăна С.Никонов (Пысăк Енккасси), иккĕмĕшне А.Николаев (Кĕтеснер), виççĕмĕшне М.Павлов (Кĕлкеш) тухрĕç. Хĕрачасенчен чи ăста выляканĕ М.Матвеева (Вăрмар) пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Е.Никифорова (Кĕтеснер), А.Григорьева (Энĕшпуç).
Спорт çурчĕ.
Шашка вăййи пирĕн районта анлă сарăлнине Çĕнĕ çул умĕн организацисемпе хула, ял тăрăхĕсем тата уйрăм спортсменсем хушшинче ирттернĕ ăмăртусем те çирĕплетеççĕ. Çак тупăшусем район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн организацисемпе учрежденисем, предприятисем хушшинче ирттерекен 1-мĕш физкультурăпа спорт Спартакиадине вĕçлерĕç. Çавăнпа та пулĕ хутшăнакансем те йышлă пулчĕç. Организацисем хушшинче пĕрремĕш шашка хăми çинче Ю.Михайлов (Мăнçырма шкулĕ), иккĕмĕшĕ çинче Н.Дмитриев (механика завочĕ) пĕрремĕшсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна механика заводĕнчи В.Евгеньевпа Мăнçырма шкулĕнчи Н.Иванов тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна «Ростелеком» компани ĕçченĕсем Н.Ивановпа В.Марков никама та памарĕç. Хĕрарăмсем вырăнсене çапла пайларĕç: Н.Матвеева («Ростелеком») - 1-мĕш, Т.Ашмарина (Мăнçырма шкулĕ) - 2-мĕш, Л.Агапова (райадминистраци) - 3-мĕш. Хула ял тăрăхĕсенчен килнĕ спортсменсен вырăнĕсем çапла: пĕрремĕш шашка хăми - Ю.Михайлов (Мăнçырма) - 1-мĕш, Н.Дмитриев (Кавал) - 2-мĕш, Н.Иванов (Вăрмар) - 3-мĕш, иккĕмĕш шашка хăми - О.Вакин (Вăрмар) - 1-мĕш, Э.Владимиров (Кавал)- 2-мĕш, Н.Иванов (Мăнçырма) - 3-мĕш. Хĕрарăмсенчен 1-мĕшĕ - Л.Иванова (Вăрмар), 2-мĕш - А.Архипова (Мăнçырма), 3-мĕш - Н.Матвеева (Кивĕ Вăрмар). Организацисен командисем хушшинче чи нумай очко Мăнçырма шкулĕ пухса пĕрремĕш пулчĕ, иккĕмĕшсем - «Ростелеком» компани, виççĕмĕшсем - механика завочĕ. Хула, ял тăрăхĕсенчен пĕрремĕш вырăна Вăрмарсем тухрĕç, Кавалсем - иккĕмĕш, Мăнçырмасем - виççĕмĕш. Иккĕмĕш Спартакиада «Илем» ФСКра шывра ишсе ăмăртассипе январĕн 28-мĕшĕнче уçăлĕ.