18 января 2012 г.
Кăçалхи çанталăк хĕллехи спорт вăййисене аталантарма пур май та пачĕ - юрĕ те çителĕклĕ, сивви те хăлхаран ытла «чĕпĕтмест». Çакăнпа усă курса ĕнтĕ хоккей спортне юратакансем тахçанах конькисем çине тăнă. Нумаях пулмасть вара поселокри хоккей площадкинче Вăрмар хула тата Арапуç ял тăрăхĕсен хоккеисчĕсем пĕр-пĕрин хушшинче вăй виçрĕç. Вăйă район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн иртрĕ.
Ăмăрту пуçланас умĕн Константин Владимирович спортсменсене çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ, «Ылтăн шайба - 2011» турнирта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă çамрăк хоккеистсене чысларĕ.
Вăрмарсен командинче республика шайĕнчи ăмăртусене пĕр хут кăна мар хутшăннă спортсменсем сахал мар пулчĕç пулин те, пĕрремĕш шайбăна Арапуçсем çапса кĕртрĕç. Анчах килте хоккей площадкин хÿмисем те пулăшаççĕ пулĕ çав - хуçасем хăнасене çав-çавах 8:3 шутпа çĕнтерчĕç.