АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштавăн сÿнми çăлтăрĕ

18 января 2012 г.

Шупашкарти Культура училищинче Чăваш епархийĕн Вырсарни шкулĕсенчи творчествăлла коллективĕсен «Раштав çăлтăрĕ» ятпа фестиваль иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ çамрăксем чылай пуçтарăннă. Вĕсен шутĕнче - Чулкасри Çветуй Троица чиркĕвĕ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекен ачасем те.

Фестивале килнисене Раштав уявĕ ячĕпе Улатăр епископĕ Стефан, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай заведующийĕ М.Краснов, «Чăваш Ен» фонд президенчĕ М.Федотов саламланă.

Çветуй Троица чиркĕвĕ çумĕнчи Вырсарни шкулĕнчи ачасем асăннă фестивале кашни çулах хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче вĕсем «Раштав уявĕ» музыкăпа ташă композицийĕ лартнă.

«Ку фестивале эпĕ 5 çулта пулнă чухнех хутшăнма пуçланă. Çак уяв кашни çулах питĕ интереслĕ иртет. Эпĕ кунта хампа тантăш ачасемпе паллашатăп, вĕсемпе пĕрле уявра чунтан савăнатăп», - тет 4-мĕш класра вĕренекен А.Петров.

Çавăн пекех Вырсарни шкулне çÿрекен А.Павлова, А.Исаева тата ыттисем те асăннă фестивальте пур кăмăлтан савăннине каларĕç. Вырсарни шкулне ертсе пыраканĕ С.Смирнова ачасен ăс-хакăлне пуянлатма тăрăшать, вĕсене ырă кăмăллă пулма, çынна хисеплеме, йывăр вăхăтра яланах пулăшма вĕрентсе пырать. «Раштав çăлтăрĕ» фестивальте ачасем пултарулăхпа палăрнăшăн Варнава митрополитăн Тав çырăвне тата парнесене тивĕçнĕ.

Çавăн пекех ялти Культура çуртĕнче йĕркеленĕ Раштав елки питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Çул çитмен ачасен «Эпĕ тата манăн тĕнче» клуба çÿрекенсем (ертÿçи Т.Павлова), «Экстрим» ушкăн (руководителĕ А.Павлова) тата К.Максимова ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ уяв программине юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов саламларĕç.

Таса Троица чиркĕвĕ çумĕнчи Вырсарни шкула çÿрекенсем вара Раштав уявĕ тĕлне ятарлă программа хатĕрленĕ. «Раштав çăлтăрĕсем» ташша, «Раштав каçĕ» юрра куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Концерта хутшăннă чи çамрăк Зосим Григорьевăн «Эпĕ питĕ телейлĕ» юрри вара уйрăмах пурин кăмăлне те кайрĕ.

Уява хутшăннă ачасенчен кашниех киле çĕкленÿллĕ кăмăлпа, Раштав кучченеçĕсемпе таврăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика