АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу - пенсипе социаллă хÿтлĕх тавра

18 января 2012 г.

Кивĕ Çĕнĕ çул умĕн РФ Пенси Фончĕн республикăри уйрăмĕнче «Раççейри пенсионерсен союзĕ» тулли мар яваплă обществăн регионти уйрăмĕн On-line режимĕпе иртекен анлă видеоларăвне республикăри хуласемпе районсенчен 241 çын хутшăнчĕ.

Кун йĕркинче икĕ ыйту пулчĕ: Пенсионерсен союзĕн 2012 çулхи ĕç планне тишкересси тата РФ Президенчĕн суйлавне йĕркелесе ирттерсе ярасси. Пенсие тухнă çынсене пулăшу кÿресси патшалăхăн приоритетлă задачисенчен пĕри пулнă май Пенси фончĕн районти управленине аслăрах çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçлекен яваплă çынсем пуçтарăнчĕç - райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пай начальникĕ В.Иванов, Хĕрарăмсен, Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти Канашĕсен председателĕсем Г.Петрова, Л.Голубева...

Ларăва «Раççейри пенсионерсен союзĕ» тулли мар яваплă обществăн регионти уйрăмĕн председателĕ В.Сапожников уçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусене уйрăммăн уйăрса мар, пачах урăхла - пĕр-пĕринпе çыхăнтарса пырсан аван пулнине палăртрĕ. Çавăнпа та пулĕ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕн Р.Кондратьеван сăмахĕ питĕ ăнланмалла та уççăн пулчĕ. - Хальхи правительство социаллă политика тытса пыни куçкĕрет, çавна цифрăсем питĕ лайăх çирĕплетеççĕ, - терĕ вăл. Юлашки темиçе çул хушшинче республикăра ватлăха çитнипе паракан вăтам пенси шайĕ 7 пин те 941 тенкĕ çитнĕ, 2012 çул вĕçĕнче вара вăл 8 пин те 705 тенкĕпе танлашмалла. Пур пенсионер та пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа шайĕнчен пысăкрах пенси илет. 2020 çул тĕлне пенси пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2,5-3 хут пысăкрах пулмалла. Халĕ пенси шайĕ вăтам ĕç укçин 53 проценчĕпе танлашать. Çăмăллăхсем парасси те ÿссе пырать. Вĕсене тÿлеме кăна кăçал 3 млрд тенкĕ пăхнă. Çавăн пекех Роза Алексеевна пенсин пухăнса пыракан пайĕн пĕр хут тÿлевĕ, софинансировани пирки те ăнлантарчĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова «Ĕç ветеранĕ» ята парас йĕркене аса илтерчĕ, санаторипе курортсене каймалли путевкăсене мĕнле илмелли тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Ларăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хутшăнакансем ыйтусем панă май кашни ял тăрăхĕнчех банкоматсем уçсан лайăх пулнине тата пенсионерсене банк карттисемпе усă курма вĕрентессине йĕркелени вырăнлă пулмаллине палăртрĕç. Юлашкинчен мартăн 4-мĕшĕнче иртекен Президент суйлавĕнче хăйне халăхшăн тунă ырă ĕçпе палăрнă çыншăн сасăлама чĕнсе каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика