13 января 2012 г.
Январĕн 6-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи стадионра Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх декадине халалласа, ăна ирттересси пирки РФ Спортпа туризм министерстви пĕлтернĕччĕ, тата район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупас енĕпе «Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет» турнир иртрĕ.
Ăмăртăва Вăрмар поселокĕнчи Петровсен, Кĕлкешри Даниловсен спорт çемйисем, бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, шкул ачисем, ветерансем хутшăнчĕç. Старта тухма хатĕрленнисене чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ. Константин Владимирович нумай вăхăта тăсăлакан Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче йĕлтĕр йĕрĕ çине тăни сывлăха çирĕплетнипе пĕрлех ĕçлес кăмăла çĕкленине те палăртрĕ. Хăй те мăшăрĕпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.
Старта чи малтанах çемье командисем тухрĕç. Çемье пуçĕсем - 1500 метра, мăшăрĕсем 800, ачасем 400 метра ăмăртрĕç. Каласа хăвармалла, çак çемьесем районта та, республикăра та ирттерекен тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссене хутшăнаççĕ, çавăнпа та кăтартăвĕсем те курăмлă пулчĕç.
Арçынсем хушшинче дистанцие чи малтан С.Елаков (Чупай) парăнтарчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш О.Мефодьев (Вăрмар поселокĕ) тата В.Данилов (Кĕлкеш) пулчĕç. Хĕрарăмсенчен финиша пуринчен хăвăртрах И.Дмитриева (райадминистраци), Н.Никитина (федераллă казначейство уйрăмĕ), М.Петрова (32 номерлĕ аптека) çитрĕç. Икĕ ушкăнра та - аслă тата вăтам çамрăксем хушшинче - Чупайри тулли мар вăтам шкулти М.Андреевпа В.Сергеева çитекеннисем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăна А.Сергеев (Энĕшпуç шкулĕ), С.Капитонов (Мăнçырма шкулĕ) тухрĕç, виççĕмĕшсем - Н.Артемьев (Чупай шкулĕ) тата И.Ефремов (Пинер шкулĕ). Хĕр ачасем вырăнсене çапла пайларĕç: 1-2-мĕшсем С.Даниловапа Т.Пугачева (Вăрмар шкулĕ), 3-мĕшĕ - А.Линга (Чупай шкулĕ).
Ветерансенчен пьедесталăн картлашкисем çине хăпарма В.Васильев, Н.Михайлов, В.Лирзай (пурте Вăрмар поселокĕ) тивĕç пулчĕç.
Чи çамрăк участника та палăртмалла. Ку вăл çемье командипе тупăшнă 11 çулхи Николай Петров. Пур çĕнтерÿçĕпе призер та район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕ.