13 января 2012 г.
- Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерстви йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçне «Урал» автомашина панă.
- 2010 çулхи çулла типĕ çанталăк тăнине пула выльăх курăмĕ çителĕклĕ хатĕрлеймен пирки ун пĕр пайне саплаштарас тĕллевпе 2011 çулта ЧР Правительстви уйрăм кил хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене укçан парса пулăшнă.
- РФ Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Указĕпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсемпе вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем, 61 çын, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
- Кавал тата Чулкас ялĕсенче Крещенире шыва кĕмелли вырăнсем - купельсем уçнă.
- Кавалта çуралнă паллă çыравçă В.Рсай çуралнăранпа 105 çул çитнĕ.
- 2010 çулта Атăл леш енчи Йăлăмри пушара сÿнтерме хутшăннă Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн сотрудникĕсен ушкăнне «2010 çулхи пушарсене сÿнтерме хутшăнакана» медальпе наградăланă.
- Пирĕн ентешсем - В.Андреева, В.Петров, Н.Шестова, М.Семенова, С.Антонов, К.Иванов ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.
- Маунтинбайк енĕпе Раççей пĕрлештернĕ командине Н.Чубукова, Р.Боредские, М.Семенована кĕртнĕ.
- Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсенче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса 15 призлă вырăнсене тивĕçнĕ.
- Мăнçырмари вăтам шкулта вĕреннĕ, Афганистанра пуçне хунă М.Демидова ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма шкул стени çине стенд-асăну хăми вырнаçтарнă.
- Çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Пекинри XXIX Олимп вăййисене хутшăннă Т.Петрова (Карăкçырма) февралĕн 27-мĕшĕнче Токиори марафонта 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
- РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Павлов (Кĕтеснер) 60 çул тултарнă.
- Санкт-Петербургра иртнĕ «Хĕвелтухăç-Хĕвеланăç» ятпа иртнĕ 5-мĕш Олимпиадăра карате енĕпе кĕрешсе С.Петров 18 çултан иртнисем, К.Павлова 10-11 çулхисем хушшинче пĕрремĕшсем пулнă.
- Энĕшпуçĕнче пограничниксене тата пысăках мар вăрçăсене хутшăннă ентешсене халалласа икĕ палăк-чикĕ юпи тата мрамор плити - уçнă.
- Кавалта халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинатăн филиалĕ - çĕвĕ цехĕ - уçăлнă.
- Энĕшпуçĕнче почтамтăн çыхăну уйрăмĕ çĕнĕ çурта куçнă.
- Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ, Чечен вăрçинче паттăрлăх кăтартнă О.Арсентьева Суворов медальне парса чысланă.
- Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕнче Вăрмар районĕн пĕрлĕхлĕ дежурпа диспетчер службине (тел.: 112) йĕркеленĕ.
- «Шигали» ЯХПК «Россельхозбанк» урлă «ACROSS» комбайн, «КБМ» культиватор, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ СК-5 «Нива» туяннă.
- Н.Чебослаевпа Е.Московкина «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ.
- Вăрмар поселокĕнче çул çумĕнчи автосервис уçăлнă.
- «Светлана» тулли мар яваплă общество «2011 çулхи чи лайăх инвестици проекчĕ» ята тивĕçнĕ. Яллă вырăнсенче ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра Кивĕ Вăрмарсем çĕнтернĕ.
- Д.Иванов спорт мастерĕ триатлон енĕпе Раççей триатлон федерацийĕн Кубокне çĕнсе илнĕ.
- Август уйăхĕнче районта ĕçлĕ визитпа ЧР Президенчĕ М.Игнатьев пулнă, Пысăк Енккассинчи вăтам шкула, механика заводне, «ОВАС» обществăна, районти тĕп больницăна çитсе курнă, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă.
- Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ С.Захарова (Атайкасси) Нью-Йоркра полицейскисемпе пушар хуралĕн ĕçченĕсем хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери черетлĕ ăмăртусенче 5 медаль çĕнсе илнĕ (3-шĕ - ылтăн).
- Сентябрĕн 25-мĕшĕнче районта Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пулнă, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕнче кĕлĕ ирттернĕ, Тикашри часавая çитсе курнă.
- «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн Энĕшпуç шкулне çĕнĕ автобус панă.
- Халăха ĕçпе тивĕçтерекен хысна учрежденийĕ хăйсен ĕçне уçма ĕçсĕр 96 çынна 58800-шер тенкĕ укçа уйăрса панă.
- Аслă Чакри фельдшерпа акушер пунктне тата Культурăпа кану центрне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
- Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕренекен А.Матвеев РФ Президенчĕн премине тивĕçнĕ.
- «Çамрăк çемье-2011» республика конкурсĕнче Вăрмар поселокĕнчи Петровсен çемйи «Ĕçчен çемье» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
- К.Элле тавра пĕлÿçĕ, этнограф çуралнăранпа 115 çул çитнĕ.
- Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ иртнĕ.
- «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 80 çул (ноябрĕн 15-мĕшĕ) çитнĕ.
- Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн колокольнине 10 чан вырнаçтарнă.
- ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çулленхи Çыру янă.
- РФ Президенчĕ Д.Медведев РФ Федераци Пухăвĕн палатисен пĕрлехи ларăвĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă.
- Вăрмарти сакăр çул вĕренмелли шкултан 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул туса хунăранпа 40 çул çитнĕ (1971 ç).
- 25 çул каялла (1986 ç.) Вăрмар станцийĕ витĕр пĕрремĕш электропоезд иртсе кайнă.
- Ентешсен çак кĕнекисем кун çути курнă: Т.Дорофеева «Постучала ночь в окошко», Н.Михайлов «Çуралнă ялăм - Кивĕ Вĕренер», В.Алексеев «О знатных урмарцах, незабываемых встречах», Н.Дмитриев «Творчество шашистов», Г.Матвеев «Юхать Кĕтне», Г.Матвеева «Эпĕ халăх ывăлĕ», «Несĕлсене çĕре çити пуç таяр! Çутă пуласлăха шанса пуçа çĕклер» (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсен ушкăнĕ), А.Казанов «Пурнăç шарланĕ».