АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел тухăç гороскопĕпе 2012 çул - Аçтаха çулталăкĕ

02 января 2012 г.

Çăмăл мар, анчах пĕлтерĕшлĕ те ăнăçу кÿрекен çул. Малалла кăна утмалла, тума палăртнине ырана хăварма юрамасть. Палăртса хунине кăçал пурнăçлама тăрăшăр.

Çулталăк хуçи ĕçе çиелтен тунине, шăплăха юратмасть. Унра вăй тапса тăрать. Икĕ питлĕ мар, çавăнпа та мĕн шухăшланине тÿрремĕнех куçран калать. Хăй яланах лайăх еннелле улшăнма ăнтăлнăран ыттисенчен те çакнах ыйтать. Пур ĕçре те çитĕнÿ тума пултарать. Хăй юратнинчен ытларах ăна ыттисем юратаççĕ. Чĕлхи чараксăр, шухăшласа иличчен маларах персе яма пултарать.

Сĕтел çине мĕн хатĕрлемелле?

Ял çынни нумай чухне алă айĕнче мĕнле çимĕç пур çавна сĕтел çине лартма тăрăшать. Ку енĕпе çитес çул - Аçтаха çулĕ - сире уйрăмах кăмăла каймалла: эсир кирек епле çимĕç те хатĕрлеме пултаратăр. Кунтах чăх какайĕнчен хатĕрленĕ çимĕçсем те, ÿркенменнисемшĕн вара анăçри çĕршывра килĕштерекен çимĕçсем те кĕреççĕ. Аçтаха кирек епле çимĕçе те тиркемест.

Шыв Аçтахин çулĕнче сĕтел çинче пулă тата тинĕс çимĕçĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕç пулмаллах. Тутă кĕртмелли хаяр приправăсемпе ытларах усă курăр.

Аçтаха ирĕклĕхе юратать. Çавăнпа та уяв кĕрекине хаваслăрах, асра юлмалларах тума тăрăшăр. Ялта, паллах, ку енĕпе кăткăсрах пек туйăнать ĕнтĕ. Çапах та, тăван-пĕтенпе урама тухса хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнса, ташласа-юрлани ытлашши пулмĕ. Аçтаха чăваш юрри-кĕввинче хăйĕн çĕршывĕн кĕввине те туйма пултарĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ çул каçĕнче пурте пĕрле чун-чĕререн савăнма, пĕр-пĕрне Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăхпа пĕрлех хăйсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕсене пурнăçламалли сĕнÿсем те сунма тăрăшăр.

Мĕнле тумпа кĕтсе илмелле?

Чи малтанах тумтирте хура тата сарă (ылтăн) тĕссем пулччăр. Ылтăн-кĕмĕл е ытти пуян япаласем çакнине Аçтаха питĕ килĕштерет. Çавăнпа та вĕсене те çакма ан манăр. Енчен те ун пек «пуянлăх-мул» çук пулсан мăя йăлтăртатакан япала е тутăр çыхни те çителĕклĕ.

Кил-çурта илемлетесси

2012 çул Шыв тĕнчи шутланать. Çавăнпа та ăна кĕтсе илнĕ чух шыв паллисене (символĕсене) манса ан хăварăр. Сĕтел çине, шкапсене илемлĕ рак хуранĕсем, тинĕс çăлтăрĕсем, пулăсемпе шыв тĕнчин тĕрлĕ чĕр чунĕсен кĕлеткисене лартса тухăр.

Паллах, çулталăкăн чи çирĕп палли - Аçтаха. Çавăнпа та унăн ÿкерчĕкĕсене, сăнĕсене е паллисене (халĕ вĕсене кирек ăçта та туянма май пур) хваттерте, килте вырнаçтарса тухăр. Унăн кĕлеткисене (статуэткисене) çывăх çыннăрсене, тăвансене парнелĕр, килте курăнмалли çĕрте лартăр.

Чи кирли - хаваслă кăмăл-туйăм

Паллах, чи кирлĕ япала вăл - Çĕнĕ çула еплерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни. Çавăнпа та Çĕнĕ çула кивĕ туйăмсене, иртнĕ пăшăрхануллă самантсене манса, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, хаваслă кăмăл-туйăмпа, ырă та çутă шухăш-ĕмĕтпе кĕтсе илме тăрăшăр.

Çĕнĕ çулта телей, ăнăçу, сывлăх, ăнăçлăх сире, тăванăмăрсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика