02 января 2012 г.
Нумай ырă ята тивĕçнĕ Василий Прокопьевич Иванов Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн 1965 çулта вăл Мускава ĕçлеме тухса каять, кунта тимĕр-бетон туса кăларакан заводра вăй хурать, спортпа туслашать. «Красная Пресня» районĕнче кире пуканĕ çĕклессипе чемпион ятне çĕнсе илет. Унтан салтакра хĕсметре тăрать. Служба хыççăн Мускаври хăй ĕçленĕ вырăнтах бригадирта тăрăшулăх кăтартать.
Юлса пыракан виçĕ бригадăна малти вырăна кăларать. Çавна май Мускаври «Красная Пресня» районĕнчи Хисеп хăми çинче унăн сăн ÿкерчĕкĕ чылайччен çакăнса тăрать. Ĕçне пысăк хак парса правительство тĕрлĕ наградăсемпе палăртать. Малтанах «Ĕç Мухтавĕ» орден парса чыс тăвать, «Социализмла ĕç çĕнтерÿçи» паллăна, «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕçет вăл. Ăна икĕ хутчен Мускаври парти конференцийĕн делегачĕ, виçĕ хутчен Мускаври Хĕрлĕ площадьри трибуна çинче ĕçре мала тухнисем хушшинче тăма суйланă. Мускав хула Совечĕ ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн, хастарлăхшăн темиçе хут та Хисеп грамотисемпе наградăланă.
1982 çулта В.Иванова Норвегири Баренсбург хули çывăхĕнчи руднике ĕçлеме кайма сĕнеççĕ. Кунта та вĕсем юратнă мăшăрĕпе Нинăпа чун хавала парса ĕçленĕшĕн нумай Хисеп грамотисене илнĕ. Василий Прокопьевич автоколоннăн начальникĕнче те вăй хурать. Çак шанса панă ĕçсене чунтан парăнса тунăшăн Мускаври строительство материалĕсем хатĕрлекен заводăн, хула комитечĕн Хисеп грамотисене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Халĕ те вăл Раççей Федерацийĕнчи Культура министерствин Мускаври тĕп базинче водитель пулса ĕçлет, хулари мĕн пур театрсене кирлĕ япаласем турттарса çÿрет. Ĕçре пысăк авторитетлă Василий Прокопьевич хăйĕн Нина арăмĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтерсе ура çине тăратса çемьеллĕ тунă. Вĕсен кил-йышра савăнмалăх Олегпа Ксения мăнукĕсем пур. Пурте вĕсем туслă пурăнаççĕ.