АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв умĕнхи юмах

02 января 2012 г.

Вăрттăн чĕпĕтекен сивĕпе, ура айĕнче кăчăрт-кăчăрт тăвакан юрпа, чăрăш лăссин уçă шăршипе килет кашни киле Çĕнĕ çул.

Çак пысăк та савăнăçлă уяв умĕн Вăрмарти «Колосок» ача-пăча садĕнче шкул çулне çитмен, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула унта çÿреймен ачасем валли ятарлă Çĕнĕ çул представленийĕ иртрĕ. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те хаваспах хĕллехи юмах тĕнчине «кĕрсе» кайрĕç. Хĕл Мучипе Юр пике, юмахри сăнарсем, вăрманти «чĕрчунсем», ачасем симĕс чăрăш тавра çаврăнса юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, тĕрлĕ ташăсем ташларĕç. Хăшĕ-пĕри пуçласа Хĕл Мучи умĕнче сăвă каласа пылак кучченеç илчĕ. Шăпăрлансемшĕн Хĕл Мучипе, Юр пикепе, юмахри сăнарсемпе тĕл пулни ачасен асĕнче чылайччен юлĕ.

Ача сачĕн коллективĕ çакăн пек уявсене малашне те ирттерме палăртать, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене хăш-пĕр йĕрке пирки аса илтересшĕн. Мероприяти ăнăçлă ирттĕр, кăмăла ан хуçтăр тесен вăл пуçланиччен 10-15 минут маларах килĕр, ача кунти лару-тăрупа паллашма ĕлкĕртĕр. Праçнике киличчен ачана уяв тумтирне килте тăхăнтарса пăхтарăр. Хăнăхтăр, вара мероприятире те хăйне ирĕклĕрех тытĕ. Утреннике фотосессипе ан пăтраштарăр - фотоаппаратпа вĕçĕмсĕр ÿкерни шăпăрлансен тимлĕхне сирсе ярать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика