АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван яла килтĕм - савăнтăм

02 января 2012 г.

Эпĕ тăван ялтан, Кĕлкешрен, тухса кайни чылай вăхăт çитрĕ, аякри хулара пурăнатăп. 3-4 çул каялла манăн тăван яла хăнана килсе кайма тиврĕ. Ял паллах тĕпренех лайăх енне улшăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ илемлĕ çуртсем хăпарса ларнă. Пĕр каçхине ялти клубра пултарулăх ушкăнĕсен концертне кăтартрĕç. Манăн та тăвансемпе пĕрле концерта кайса курма тÿр килчĕ. Тавах вĕсене мана пĕрле чĕннĕшĕн. Концертра чăваш юррисемпе ташăсем те пулчĕç. Хăш-пĕр юррисем манăн чĕрене кĕрсе юлчĕç, юрлаканĕ те манăн куç умĕнчех тăнă пек. Уйрăммăнах çак юрăсене питĕ килĕштертĕм ун чухне: «Йăмрасем», «Тăван ялăм», «Ах çырусем, çырусем». Çак юрăсене Светлана Корнилова юрларĕ терĕç. Вăл шкулта ĕçлет имĕш. Тавтапуç ăна манăн çамрăклăха, ял пурнăçне тепĕр хут аса илтернĕшĕн. Паянхи кун та çак юрăсен кĕввисем, илемлĕ сăмахĕсем, юрлаканăн илемлĕ сасси манпа пĕрле утса çÿреççĕ. Мана тулли пурнăçпа пурăнма пулăшаççĕ. Хамăн ачасене хăш-пĕр чухне çак юрăсем çинчен аса илтеретĕп. Питĕ тав тăвас килет манăн çак учительницăна. Пурнăç çулĕ, пурнăç ăшши нихăçан та ан пăрахтăр, Турă яланах тĕрĕс çул кăтартса пытăр, хам енчен ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика