АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав

02 января 2012 г.

Çĕнĕ Çул хыççăн православи тĕнне ĕненекенсем чи пысăк уявсенчен пĕрне - Раштава паллă тума хатĕрленеççĕ. Ăна Вифлеемра çуралнă Иисус Христоса асăнса уявлаççĕ. Раштав хăйĕн пĕлтерĕшĕпе христианство тĕнне тытса пыракансемшĕн Мăнкун хыççăн иккĕмĕш уяв шутланать.

Христос çуралнă умĕнхи каç - Сочельник. Раштав Сочельникĕнче тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Кил-çурта тасатнă, сĕтел çине таса çивитти сарнă, калаçмасăр апатланнă. Çав хушăрах хресченсем ачасене сĕтел айне кĕрсе чăх-чĕппи евĕр «пиклетме» хушнă. Çак йăлана чăхсем ăнччăр тесе пурнăçланă.

Раштав умĕн хапха умĕнче кăвайт чĕртнĕ, ку тĕнчерен уйрăлнă ашшĕ-амăшĕсем ăшăнма килессе, çак çулăма пула тулă ăнса пуласса пĕлтернĕ.

Ĕненекен çын елкăна Раштав кунĕ тĕлне кăна илемлетет, унăн тăррине çăлтăр - Раштав çăлтăрне - вырнаçтарать. Парнесем парасса та çак куна хăварать, мĕншĕн тесен волхвăсем Христос çуралсанах ун патне парнесемпе пынă-çке. Раштав хыççăн 12 кун хушши, Кăшарни таран, Çветки тăсăлнă. Çак вăхăтра кашнинех çынсене ырă тума тăрăшмалла. Больницăсемпе ача çурчĕсене çитсе килсен аван пулмалла. Çветкине ăсатнă чухне вăхăта телевизор умĕнчи ирттерни - ăна сая яни пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика