02 января 2012 г.
Иртнĕ кунсенче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕн Д.Медведевăн Çырăвĕпе, республикăра общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, Дума, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕпе çыхăннă темăсене тата ытти ыйтăва халалланă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, ЧР Патшалăх статистикин службин пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов тата ытти яваплă çынсем Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, вырăнти ял халăхĕпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа пĕрле райадминистрацин ларусен залĕнче чылай çул ĕçленĕ ветерансене, çавăн пекех ача амăшĕн çемье капиталне илекен амăшĕсене чаплă лару-тăрура чысларĕç. ЧР Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн 40 (хĕрарăмсен) тата 45 (арçынсен) çулпа танлашакан ĕç стажĕллĕ çынсене пуçласа Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн удостоверенийĕсене пачĕç. Вĕсене Г.Демидова, Е.Кошелькова, О.Леонтьева, Н.Львова, Ю.Никитина, Н.Никонорова, В.Осипова, В.Петров, Р.Степанова, В.Шашкин тивĕçрĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев вĕсене çак ятпа саламларĕç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
«Эсир чылай çул вăй-хала шеллемесĕр районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетессишĕн ĕçлесе тивĕçлĕ тÿпе хыврăр. Çамрăк ăрушăн чăннипех те эсир ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватăп сире. Эпир сире хисеплетпĕр, сирĕнпе чăннипех те мухтанатпăр. Малашлăхра çирĕп вăй-хал, вăрăм кун-çул, çемьере тăнăçлăх сунатăп», - терĕ Константин Владимирович «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисене саламласа. Çавăн пекех ача амăшĕн çемье капиталне илекен амăшĕсене те сертификатсем пачĕç, çемьере ăнăçу, тăнăçлăх сунчĕç. Ăна кăçал 153 çемье тивĕçрĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков ача амăшĕн сертификатне пама тытăннăранпа пирĕн районта ăна 789 çемье илнине палăртрĕ, çитес çул ЧР Президенчĕн указĕпе виççĕмĕш ача çуратнисене республика бюджетĕнчен тата тепĕр 100 пин тенкĕ пама пăхнине каларĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Чулкас, Чупай, Тикаш, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсене пулчĕ. Пĕрлехи информаци кунне килнĕ ушкăн асăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, шкулсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, Культура çурчĕсенче, лавккасенче пулса курчĕ, вырăнти халăхпа вĕсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕ. Вĕсене ытларах ача пособийĕ сахал тÿлени пăшăрхантарчĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята илме хĕрарăмсен ĕç стажĕ 35, арçынсене 40 çул пулсан аванрах пулнине те асăнса хăварчĕç.