АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕçленет - Республика кунĕ çитет

27 декабря 2011 г.

Çулталăк вĕçленчĕ тесен те юрать. 2012 çула кĕретпĕр. Эппин Республика кунĕ те - июнĕн 24-мĕшĕ - çывхарсах пырать. Кăçал ăна Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнче ирттерме палăртнă.

Аса илтеретпĕр Республика кунне 1995 çултанпа официаллă уяв тесе пĕлтернĕ. 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Республика Президенчĕ июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне Патшалăх уявĕ туса хурасси çинчен калакан Саккуна алă пуснă.

2003 çултан пуçласа муниципалитет пĕрлĕхĕсем хушшинче (Шупашкар хулисĕр пуçне) Республика кунне ирттерме тивĕç пулассишĕн конкурссем ирттереççĕ. Чи малтанах ăна Шăмăршăсем çĕнсе илнĕ. 2004 çулта вара республика кунĕ Канаш хулипе Елчĕк районĕнче. 2005-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлере, 2006 çулта Улатăр хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ. 2007 çулта хăнасене Куславкка, 2008 çулта Йĕпреçпе Муркаш районĕсем йышăннă. 2009 çулта çак чыса пирĕн район тивĕçнĕ, 2010 çулта - Патăрьелсем, кăçал - Çĕрпÿсем.

Чăваш Республикин муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене вĕсен территорийĕнче ирттермелли право çĕнсе илемелли конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн Шупашкар районĕн администрацине ялсен общество инфратытăмне малалла аталантарма укçа-тенкĕ уйăрса парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика