АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шоссе хĕрринчи мыскара-пăтăрмахсем

27 декабря 2011 г.

Хусан-Чулхула шоссе çулĕпе пĕр çухрăм ытларах Энтри Пасар ялĕнчен пуçласа Шупашкар еннелле утсан, икĕ район территорийĕн çĕрĕсем чикĕленнĕ вырăнта çÿллĕ щит куратăн. Унăн хĕвел тухăç енче Çĕрпÿ, хĕвел анăç енче Куславкка районĕ тесе çырнă.

Вулатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле ăслă çын хушнипе, икĕ район территорийĕн çĕрĕсем пĕрлешсе тăнине пĕлтерекен щита питĕ илемлетсе çырнă-ши; Çыриччен Чăваш Республикин административлă картине тимлĕ пăхса тухмалла е ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе калаçса пăхмалла пулман-ши; Ара, юнашарах Энтрияль ялĕн вăрманĕ пуçланать-çке. Щит лартнă вырăнтан Çĕрпÿ район территорийĕ пуçланмасть, Вăрмар районĕн территорийĕн çĕрĕсем пуçланаççĕ. Хусан-Чулхула шоссе çулĕ Вăрмар район территорийĕн çĕрĕпе пĕр çухрăм çурă тăршшĕ иртет. Унтан шоссе çулĕ икĕ район территорийĕн çĕрĕсене пайлать. Шоссе çулĕн кăнтăр енче Вăрмар, çурçĕр енче Çĕрпÿ район территорийĕсем вырнаçнă. Вăрмар шоссе çулĕ Хусан-Чулхула шоссе çулĕпе пĕрлешнĕ вырăнтан, пĕр çухрăм патнелле, шоссе çулĕн икĕ енĕпе те Çĕрпÿ район территорийĕ пуçланать. Куславкка районĕн территорийĕ - икĕ район территорийĕн çĕрĕсем чикĕленнине пĕлтерекен щит патĕнчен. Çĕрпÿ район çĕрĕсемпе чикĕленмеççĕ. Щит çине тĕрĕс мар çырнă. Çакă тĕрĕсмарлăха, йăнăша камсен тÿрлетсе тĕрĕссине çырмалла-ши? Кун пек çырни Вăрмар район территорийĕн карттине пăсни мар-ши?

Манăн тата тепĕр мыскараллă çырнине пĕлтерсе çырас кăмăл хускалчĕ. Нумайăшĕ районта Вăрманкас ялĕ хальхи вăхăтра пур тесе шутлаççĕ. 1972-мĕш çултанпа Вăрмар районĕнче (çулне тĕрĕсех çыртăм-ши) Вăрманкас ялĕ çук. ЧАССРăн Аслă Канашĕн йышăнăвĕпе икĕ яла пĕрлештерсе пĕр ял - Энтрияль ялĕ тунă. Йăлана кĕнĕ тăрăх Вăрманкас ялне манса каймаççĕ, ара икĕ ялне çырма кăна уйăрса тăнă-çке.

Энтрияльпе Уйкас ялĕсем хушшинчи асфальтлă çул. Вăрмарăн шоссе çулĕпе хĕресленнĕ вырăнтан пĕр 200 метрта (тен, сахал та, ытларах та) автобус чарăнăвĕн павильонĕ пур. Çак павильон çине «Вурманкасы» тесе вырăсла çырнă. Миçе çултанпала çакă тĕрĕс мар çырнă япала автобус чарăнăвĕн павильонĕ çинче упранса тăрать. «Вурманкасы» вырăнне «Бишево» тесе çырмалла та... Вăрмар районĕн администрацийĕнче кун çинчен аван пĕлеççĕ. Темиçе хутчен Вăрмарта пулсан, район администрацине кĕрсе çак тĕрĕсмарлăха тÿрлетсе çырма сăмах хускатнăччĕ, «Çитес вăхăтра тÿрлетсе çыратпăр», - теççĕ. Кайран манса каяççĕ. Никама та сиен кÿмест теççĕ пулас. Тĕрĕсрех шутласан саккуна шута илсе пăхăнманни мар-ши вара çакă?

Пысăк Енккасси тĕлĕнчи çул паллине сăнăр-ха: «П.Енкаси» тенĕ. Ку тĕрĕс маррине шкул çулне çитмен ача та пĕлет пулĕ. Чулкас ялĕ тĕлĕнче тата мĕн куратпăр: вырăсла «Челкасы», чăвашла «Сĕнтĕр» тесе çырнă çул палли пур. Пурте пĕлетпĕр вĕт-ха: официаллă Сĕнтĕр ялĕ çук, «Чулкас» тесе çырсан тем пекехчĕ.

Çак çитменлĕхсене хăçан пĕтерĕпĕр-ши?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика