27 декабря 2011 г.
Юлашки çулсенче республикăра промышленность производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ пĕтĕм Раççейри шая çĕкленчĕ. Çавна май районти предприятисен те ĕç калăпăшĕ ÿссех пырать. Ĕç рынокĕ улшăнать. Производство процесĕсене лайăхлатнинче тата унăн тытăмне çĕнетнинче, квалификациллĕ кадрсене ĕçе явăçтарнинче - çитĕнÿ çăл куçĕ.
Çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществинче, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, производство хăватне çулсеренех ÿстерсе пыраççĕ. Кăçалхи 11 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăтра пурĕ 7 миллион тенке яхăн тĕрлĕ изделисем туса кăларнă. Хальхи вăхăтра кунта 23 çын тăрăшса вăй хурать. Çуллахи вăхăтсенче вĕсен йышĕ татах та нумайланса пырать. Пултаруллă та ăста алăллă ĕçченсем тимĕртен алăксем, тĕрлĕ эрешлĕ решеткесем, картасем, çÿп-çап валли контейнерсем, пĕчĕк ещĕксем, мунча валли шыв ямалли, атă-пушмак çумалли савăтсем, чечексем вырнаçтармалли хатĕрсем, тенкелсем, мангалсем, шампурсем, какай пулă тĕтĕмлетмелли, çĕр купаламалли хатĕрсем, ачасем валли канмашкăн пĕчĕк верандăсем, карусельсем, ярăнчăксем, хапхасем тата ытти тĕрлĕ йышши изделисем ăсталаççĕ.
«Предприятин малашлăх аталанăвĕ пирки паянах шутлатпăр, çавăнпа та тĕрлĕ изделисем кăларма тăрăшатпăр. Хальхи рынок тапхăрĕнче пахалăх тĕп вырăнта. Конкуренци тени вăй илсе пынă май, тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра спорт оборудованийĕсем хатĕрлекен Шупашкарти завод пирĕнпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вĕсен заказĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пыратпăр. Çавăн пекех теплицăсем тăвассипе те ĕçлетпĕр. Вĕсене вырăнти халăх тата тулаш енчисем те кăмăлласах туянаççĕ. Пирĕн патăрта туса кăларнă продукци хăйĕн чăтăмлăхĕпе, илемĕпе пурне те тивĕçтерессе шанатпăр», - тет общество пуçлăхĕ О.Венедиктов.
Предприяти ăнăçлăхĕ - лайăх кадрсенче. Кунта вăй хуракансем пурте тенĕ пекех яваплăха туйса ĕçлеççĕ, мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçлаççĕ. Акă Г.Александров, С.Александров, Г.Серебров сварщиксем, М.Рекеев наладчик, В.Федоров тĕп инженер, С.Васильев бригадир хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Ытларахăшĕ ялсенчен ĕçлеме çÿрет. Кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать пуçлăх, клиентсене те йышăнма ĕлкĕрет, вĕсен кăмăлне çавăрать. Паян завод малалла çирĕп утăмсемпе аталанать. Вĕсен изделийĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене саланаççĕ, çавăн пекех вĕсене вырăнти предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем кăмăлласах туянаççĕ.