АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство пуçлăхне çирĕплетнĕ

27 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш пайĕ савăнăçлă пулăмпа уçăлнă. Ю.Попов спикерпа унăн çумĕсем А.Князевпа О.Мешков иртнĕ сасăлавра пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе тата парти списокĕпе мала тухнă парламентарисене депутат удостоверенийĕпе паллине панă, тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн, çак тивĕçе шаннă халăхшăн тăрăшса ĕçлеме ырă суннă.

Депутатсем вăрттăн сасăласа Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçĕнчен хăй ирĕкĕпе кайнă О.Макаров вырăнне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрне И.Моторина Правительство пуçлăхне çирĕплетнĕ.

Иван Борисович Моторин. 1973 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Казахстанри Усть-Каменогорск хулинче çуралнă. 1995 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен «экономист» специальноçпа вĕренсе тухнă. 2004 çулхи май уйăхĕнче ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕн должноçне йышăннă, 2006 çулхи апрель уйăхĕнчен - министр. 2010 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн - экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн должноçне çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика