27 декабря 2011 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Д.Медведев РФ Федераци Пухăвĕн палатисен пĕрлехи ларăвĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă. Дмитрий Медведев Çырура вĕçленсе пыракан çулталăкри пулăмсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, малашлăх прогноз туса тĕллевсене палăртнă.
Чи малтанах вăл декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине депутатсем суйланă хыççăнхи лару-тăру çинче чарăнса тăнă. «Суйлав результачĕсемпе пĕрисем кăмăллă, теприсем питех мар, анчах ку яланах çапла пулнă, - тенĕ Президент. - Эпир патшалăх институтчĕсемпе должноçри уйрăм çынсен ячĕпе илтĕнекен критикăна тимлесе те хисеплесе йышăнатпăр, пĕтĕмлетÿсем тăватпăр. Саккун картинчен тухмасăр кашни çын хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать, анчах та эпир провокаторсемпе экстремистсене обществăна хăйсен авантюрине илсе кĕме памăпăр».
Коррупцие хирĕç кĕрешесси
Коррупципе кĕрешесси патшалăх умĕнчи приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна 3 пин ытла çынна çак енĕпе явап тыттарнă. Федераци шайĕнчи должноç йышăнакан çынсен тăкакĕсене тĕрĕслесе тăма, мĕн чухлĕ тупăш илни çинчен калакан деклараци тăратакансен йышне ÿстерме кирлине палăртнă Дмитрий Анатольевич.
«Сколково» пирки
«Сколковăра» халĕ 300 ытла компани ĕçлет. Вăл юлашки 30 çул хушшинчи тĕнче шайĕнчи чи ăнăçлă проект пуласса çирĕппĕн шанатăп», - тенĕ Президент.
Экономикăри çитĕнÿсем
Раççей экономики пĕлтерĕшĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăна тухнă. Экономика ÿсĕмĕ çулталăкне 4 процентпа танлашать. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçипе пенсионерсен пенсийĕсем малтан палăртнинчен хăвăртрах ÿснĕ. Кăçал инфляци шайĕ Раççей историйĕнче пуçласа чи пĕчĕкки - 7 процентран та сахалрах. Апла пулин те çĕршывра чухăнсен йышĕ хальлĕхе пысăк-ха.
Президент, губернаторсен, депутатсен суйлавĕ, ТСК реформи
РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсене тÿрремĕн сасăласа суйлама, партисене регистрацилессине çăмăллатма сĕннĕ. Президент пулас тесе кандидатурине тăратакансен те хăйсем майлă алă пусакансен шутне чакармаллине палăртнă. Сăмах çавăн пекех Патшалăх Думине депутатсене парти списокĕ тăрăх кăна суйлассине улшăнусем кĕртесси çинчен пынă. Тĕп суйлав комиссине йĕркелессине те урăхлатма сĕннĕ.
Ача çуратасси пирки
Юлашки 4 çул хушшинче çĕршывра 6 млн ытла ача çуралнă. 2006 çулхипе танлаштарсан вăтам пурнăç шайĕ 3 çул ÿснĕ, 69 çулпа танлашнă. Кăçал кăна темиçе перинаталь центрĕ хута янă. Шкул ачисене вĕренсе тухичченех диспансеризаци витĕр кăларса тăрĕç.
Еврази экономика союзĕ пирки
2015 çулта Раççей Еврази экономика союзне йĕркелеме палăртать. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей, Беларуç тата Казахстан пĕрлехлĕ экономика уçлăхне тухĕç.
Çар пуласлăхĕ
Паянхи кун Раççей çарĕнче 1 млн çар çынни. 2012 çулта 220 пин офицерпа 180 пин салтак хĕсметре контракт йĕркипе тăрĕç. 2020 çул тĕлне хĕç-пăшалпа çар техникин ытларахăш пайне çĕнетĕç.
Çар пенсионерĕсем тата çар çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çар пенсионерĕсен пенсийĕ 1,6 хут ÿсĕ. 2009-2010 çулсенче Оборона министерстви 100 пин хваттер туяннă, 2011 - 2013 çулсенче тепĕр 80 пин туянĕ. 2014 çул тĕлне ятарлă çурт-йĕр фончĕ йĕркелеме палăртнă.
Обществăлла телевидени пирки
Обществăлла телевидени йĕркелеме кирлине палăртнă. Унăн ĕçне патшалăх та, унăн уйрăм хуçи те хăйне кирлĕ пек витĕм кÿмелле мар.
Бюрократсем пирки Интернет урлă килекан çăхавсем тавра
Чи ăссăр, усăсăр бюрократилле йышăнусем пирки интернет-ресурссем урлă пĕлтерме ыйтнă Президент. Вĕсем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса пĕлтернĕ.
Ача сачĕсенче вырăнсем çитменни çинчен, учительсен ĕç укçи, нумай ачаллă çемьесемпе инвалидсем пирки
3 çултан аслăрах ачасене ача сачĕсене вырнаçтарассине 5 çул хушшинче татса пама пулать. Çав вăхăтрах воспитательсен ĕç укçине те ÿстерсех пымалла. Учительсен ĕç укçийĕ те ÿссех пырĕ. Ачасемпе ĕçлекен культура учрежденийĕсене те тимлĕх уйăрмалла. Президент пур регионта та ача çурчĕсенчен вĕренсе тухакансене пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлекен социаллă адаптаци программисене туса пĕтерсе йышăнма хушнă. Çывăх вăхăтрах 3 е ытларах ачаллă çемьесене пулăшу паракан программа ĕçлеме пуçламалла. Инвалидсене тимлĕх уйăрасси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри.