20 декабря 2011 г.
«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2011-2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çакă, паллах, укçа-тенкĕсĕр пулман. Пирĕн предприяти чылай ĕçсене хăйсен вăйĕпе пурнăçларĕ.
Хальхи вăхăтра Вăрмар поселокĕпе ăшă паракан трассăна 12,5 километр тăршшĕ пăхса,тĕрĕслесе тăратпăр. Унсăр пуçне 33 котельнăй та пирĕн çинчех. Кăçалхи декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 3 миллион та 793 пин кубла метр çут çанталăк газĕ çунтарнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче, хваттерсенче ăшă пултăр тесе тăрăшатпăр. Анчах та поселокра, Чулкасра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ çакна ăнланасшăнах мар. Хăшĕ-пĕрисен коммуналлă пулăшушăн парăм 50-60 пин тенке çитнĕ. Парăмсем пысăк пулин те, çав-çавах тÿлеме васкамаççĕ. Малашлăхра вара кун пек ырлăхра пурăнма пулмĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансене, парăмсем пысăк пулсан, хăйсем пурăнакан хваттерсенчен хăтарса общежити пÿлĕмĕсене вырнаçтармалла е пĕчĕкрех пÿлĕмлĕ хваттерсене ямалла тăвĕç. Кăçалхи декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн тÿлемен парăм 2 миллион та 900 пин тенкĕпе танлашнă. Çут çанталăк газĕшĕн парăм 3 миллион та 418 пин тенке çитнĕ. Унсăр пуçне электроэнергишĕн 813 пин тенкĕ тÿлемелле. Парăмçăсем пирки Вăрмар район судне кăçал пурĕ 164 (1 миллион та 503 пин тенкĕлĕх) тавăç тăратнă. Вĕсенчен 553 пин те 236 тенкине шыраса илнĕ. Çак ĕç малалла пырать. Енчен те парăмçăсем çулталăк вĕçлениччен хăйсен парăмĕсене татмаççĕ пулсан, çут çанталăк газĕн лимитне чакараççĕ. Районти хăш-пĕр бюджет организацийĕсен, муниципаллă унитарлă предприятисен те коммуналлă пулăшушăн парăмсем пысăк. Çавăнпа та çулталăк вĕçленсе пынă май, вĕсене тÿлесе татма ыйтатпăр.
Çитес çул пуçламăшĕнче коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли тарифсем улшăнмаççĕ. Пирĕн предприяти коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлекен хваттер хуçисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламласа мĕн пур ыррине сунать. Малашне те пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса тачă çыхăнура ĕçлеме сĕнет.