АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутакана та, туянакана та штрафлаççĕ

15 декабря 2011 г.

Выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсемшĕн уйрăмах сыснасен африка чуми, сыснасен классика чуми, кайăксен грипĕ, çĕпĕр язви, туберкулез, бруцеллез, урнă чирĕ, лейкоз, ящур, лептоспироз тата ытти нумай чир те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Чир хуçалăхсен хушшинчи тата транспорт çыхăнăвĕсем урлă тата чи малтанах пĕр вырăнтан тепĕр вырăна выльăх е унран хатĕрленĕ продукцие, выльăх апатне е хутăшне турттарнă чухне сарăлма пултарать.

Çавăнпа та Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем çул çинчи патруль службин посчĕсенче тĕрĕслев йĕркелеççĕ.

2011 çулта 152 рейд йĕркелерĕмĕр, 937 транспорта тĕрĕсленĕ май ветеринари тĕлĕшĕпе саккуна пăснă 149 тĕслĕхе çиеле кăлартăмăр. Тĕпрен илсен - çÿлерех асăннă грузсене ветеринари докуменчĕсемсĕр турттарни. Сăмахран, автотранспортпа выльăха турттарнă чухне 62 тĕслĕхре кирлĕ документсене кăтартайман. Тен, пурте пĕлмеççĕ пулĕ - выльăх апачĕ тĕлĕшпе те ятарлă хутсем илмелле. Çак йĕркене шута илмен 83 тĕслĕх пулчĕ. Аш-какая асăннă документсăр турттарни - 2 тĕслĕх.

Пĕтĕмпе ветеринари йĕркисене пăснăшăн 140 протокол çырма тиврĕ. Айăплисене 79900 тенкĕлĕх штрафларăмăр.

Сивĕ кунсем çитсен ял çынни картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхне пусма тăрăшать. Кам хăйне çиме, кам сутлăх валли.

Юлашки çулсенче тата выльăх туякансем хăйсем ялсем тăрăх çÿренине тăтăшах курма пулать. Вĕсем выльăх-чĕрлĕхе йÿнĕрехпе туянса хăйсем патĕнче пусса кайран сутса услам тăваççĕ.

Рейдсен кăтартăвĕсем тăрăх, ку енĕпе Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Комсомольски районĕнчи Урмаел, Тукай ялĕсен çыннисем уйрăмах правур. Ял çынни пурнăçа çапла майлаштарнине сивлес килмест. Анчах та ветеринари правилисене пурте пăхăнманни шухăшлаттарать.

Справкăсенче вырăнти ветеринари тухтăрĕ е районти чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцири специалист выльăх чирлĕ марри пирки тата сутнă вырăнта вăл е ку чир пулманнине çирĕплетсе çырать.

Ветеринари свидетельстви çинче мĕнле прививка тунине те, мĕнле тĕрĕслев ирттернине те çыраççĕ. Выльăх пурăннă тăрăхра чĕр чунсем мĕнле чирпе аптăранине те палăртаççĕ.

Выльăх какайне сутма илсе тухнă чухне ăна ветеринарипе санитари экспертизи ирттермелле, аш-какай çиме юрăхлă пулсан ăна клеме çаптармалла. Ветеринари докуменчĕсĕр грузсене пахалăхсăр тата сывлăхшăн хăрушă йышшисен шутне кĕртеççĕ, вĕсене сутма чараççĕ, утилизацилеççĕ е тĕп тăваççĕ. Ку йĕрке выльăх тирне те пырса тивет.

Çакна та аса илтерес килет. Ветеринари докуменчĕсемсăр илсе килнĕ выльăха вырăнта тÿрех 30 кунлăха карантина тăратмалла. Çак тапхăрта чĕр чунсене кашни кун сăнаса-пăхса тăраççĕ, вĕсен температурине виçеççĕ, выльăх чирлĕ маррине лаборатори мелĕпе тĕпчеççĕ, кирлĕ прививкăсем тăваççĕ.Асăннă документ çуккишĕн выльăх сутакан çынна та айăплама пултараççĕ.

Тепĕр хут аса илтерес килет: ветеринари правилисемпе килĕшÿллĕн выльăха тепĕр ялтан туяннă чухне те ветврачран справка илмелле. Ялсене пĕр тухтăрах пăхса тăрать пулсан - илмелле мар. Районтан района куçарас тăк - ветеринари свидетельстви кирлĕ, ăна центрти чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцире параççĕ.

Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне те çакнашкал хутпа тивĕçтермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика